Кĕркунне тыткăнлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:20 Просмотров: 219

Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ. Эпĕ кĕркуннене кăмăллатăп. Мĕнпе тыткăнлать-ха вăл мана?

Кĕркунне çанталăк темĕнле асамлăх тĕнчине кĕрсе ÿкнĕн туйăнать. Йывăçсем хĕрлĕ, сарă, хăмăр тум тăхăнаççĕ. Темĕнле ăста ÿнерçĕ алла сăрă тытнă тейĕн.

Парксемпе аллейăсенче уçăлса çÿремешкĕн кăмăллă. Ура айĕнче ÿкнĕ çулçăсем чăштăртатаççĕ. Вĕсем турккăсен тĕрлĕ тĕслĕ чаплă кавирĕсене аса илтереççĕ. Чунра ырă туйăм хуçаланать.

Кĕрхи çанталăк пĕчĕк ачана аса илтерет. Акă вăл ахăлтатса кулса ярать – тавралăха ылтăн сăн çапать, кĕçех вăл йĕрмĕш ача пек макăрса ярать – сивĕ çумăр пĕрĕхтерсе иртсе каять. Çил йывăç çулçисене татса илет те сывлăшра çавăрттарать. Яштака хĕр евĕр хурăнăн сап-сарă çулçи татăлать те тинĕсре карап чÿхеннĕн лăпкăн çĕр çинелле вĕлтĕртетсе вĕçсе анать.

Тÿпе янкăр кăвак мар. Йăрăм-йăрăм тĕксĕм пĕлĕтсем карса илнĕ. Сасартăк шăплăхра тăрнасен салхуллă сасси илтĕнсе кайрĕ. Ăшă еннелле кайма хатĕрленеççĕ ĕнтĕ кайăксем. Чăваш енпе% «Туссем! çитес çулччен лайăх пурăнăр!»– тесе сывпуллашать карта пуçĕ.

Хăв сисмесĕрех аллуна сулса кăнтăр хăнисене ăсататăн, куçунта кĕмĕл сывлăм шăрçаланать.

Шухăша путатăн. Ĕмĕтĕм çунатлă.

Эвелина Краснова,

7-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика