Санарпуçсем – тăрăшуллă кадетсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:22 Просмотров: 220

Эпĕ кадет класĕнче вĕренетĕп. Вăл Çĕньял Хапăс ялĕнче ÿссе çитĕннĕ Владимир Яковлевич Алексеев ячĕпе хисепленсе тăрать. В.Я. Алексеев – Раççей транспорчĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Порт Коломна» АО ертÿçи.

Эпир районта çар тата паттăрлăх темипе иртекен конкурссене хаваспах хутшăнатпăр. Мала тухма тăрăшатпăр. Çурçĕр Кавказра çапăçура пулнă ветерансен, запасра тăракан пограничниксен пĕрлехи организацийĕсем ирттерекен мероприятисемпе конкурссене хутшăнатпăр. Çамрăк патриотсен слетĕнче «Стройра йăрăс – çапăçура харсăр», «Паттăррăн утатпăр ялав айĕнче» конкурссенче пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илтĕмĕр. «Зарница» вăйăра виççĕмĕш пултăмăр.

Пирĕн класри арçын ачасенчен чылайăшĕ шкулта лайăх вĕренсе пырса, спортпа туслашса çар училищисене вĕренме кĕрес тĕллевлĕ. Кадетсем пур çĕрте те тăрăшуллă. Вĕренÿре анчах мар, спортра хастар кадет класĕ. Кашни çулах районта тата республикăра иртекен шашкăпа шахмат вăййисенче пĕртăван Николайпа Леонид Ермошкинсем малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Чылайăшĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿрет. Район тата республика шайĕнче ирттерекен ăмăртусенче медальсем, хаклă парнесем илме тивĕçлĕ пулаççĕ. Çак ăмăртусенче Антон Федоров 70 медаль, Саша Васильев 40, Алексей Антонов 33 медаль çĕнсе илме пултарчĕç. Семен Иванов Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн «Химик-Август» футбол командинче кĕçĕн класранах вылять, республика тата Раççей шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртусене тăтăшах хутшăнать.

Кадет класĕнче вĕренекенсем олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăнаççĕ.

Пирĕн класс ертÿçи Галина Ивановна Егорова. Вăл шкул ачисене воспитани парас енĕпе нумай вăй хурать. Пирĕнтен çĕршыва юрăхлă çынсем тăвас тесе тăрăшать. Класс сехечĕсем вăхăтĕнче Тăван çĕршыва юратма, атте-аннене итлеме, ватта-вĕтте хисеплеме, тăван-пĕтене сума сума, туслăха упрама вĕренетпĕр. Уроксем хыççăн вăхăта кăсăклă ирттеретпĕр, стройпа утатпăр, автомата салатса пуçтаратпăр, кадет вальсĕ ташлама вĕренетпĕр. Нумаях пулмасть шкулта пуху иртрĕ. Атте-аннене хамăр пултарулăхпа паллаштартăмăр.

Елизавета Бардасова, 8-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика