Вĕренÿ – пĕлÿ çăлкуçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:22 Просмотров: 225

Пирĕн шкулта 2018–2019 вĕренÿ çулĕнче агрокласс ĕçлеме пуçларĕ. Эпир, 10–11-мĕш классенче вĕренекенсем, кăмăлпах занятисене кĕтетпĕр.

Шупашкарти аграри университечĕпе туслă çыхăну йĕркеленчĕ. Унти преподавательсем шкулта биологипе, физикăпа тата математикăпа ăсталăх урокĕсем ирттереççĕ, кăткăс задачăсемпе тестсене «шĕкĕлчеме» хăнăхтараççĕ, ЕГЭ-ре тĕл пулакан йывăр ĕçсене тишкерсе шутлама вĕрентеççĕ. Тарăннăн, тĕплĕн ăнлантараççĕ. Шкула «/сĕм точки» проектпа тивĕçнĕ техника университет преподавателĕсемпе онлайн мелпе çыхăнма май парать. Лекцисем çакнашкал çĕнĕлле йĕркепе иртеççĕ.

Агрокласс вĕренекенĕсем тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе паллашрĕç, куравсемпе ĕçлĕ тĕлпулусене çитсе килчĕç. «Санары» агрофирмăра та час-часах пулатпăр. Асрах-ха иртнĕ тĕлпулу та. Агрофирма ертÿçи Андрей Робертович Петров хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ, хăватлă тракторсемпе агрегатсем çинчен кăсăклă каласа кăтартрĕ. Тырпул тухăçлăхĕ, типĕ çанталăк тăчĕ пулин те,   кăçалхи çулшăн аван. Ертÿçĕ «Санары» хуçалăха ăста çамрăк специалистсене хаваспах йышăнма кăмăл пуррине пĕлтерчĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексне, аш-какай тирпейлекен цехĕсене çитсе курни те пулас профессие суйласа илме витĕм кÿретех. Çавăн пекех Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн производствипе паллашни те асрах-ха.

Аграри университечĕ йĕркелекен тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хастар хутшăнатпăр. Çĕнтерÿçесене Тав хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе, укçа парса хавхалантараççĕ. Агрокласра пĕлÿ илнисем çакна çирĕплетекен сертификата тивĕçеççĕ. Ку документ аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне хушма 10 балл парать. Унсăр пуçне университет студенчĕ пулса тăнă çамрăк уйăхсерен 5 пин тенкĕ хушма укçа илсе тăрать.

Мана агрокласра ăс пухма килĕшет. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытса университет студенчĕ пулса тăрас ĕмĕт-тĕллевпе хавхаланса вĕренетĕп.

Даниил ИВАНОВ, 11-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика