Космосран та курăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:23 Просмотров: 205

М-12 автотрасса строительствин ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ. Аса илтеретпĕр, проектпа вăл Çĕмĕрле, Йĕпреç, Комсомольски, Канаш тата Тăвай районĕсемпе пĕрлех пирĕн район витĕр те тухмалла. Унăн республикăри пайĕ 90 км ытла тăсăлмалла.

Малашлăхра çак пысăк хăвăртлăхлă çул йышăнмалли вырăна халĕ космосран та курма пулать ĕнтĕ. Строительсем ун створне тăсăмĕпех йĕркелесе тухнă. Инженери тĕпчевĕсем те пĕтĕмпех вĕçленнĕпе пĕрех. Территорие хатĕрлессипе 810 км çинче ĕçсем хĕрÿ пыраççĕ. Вĕсене 10 пин çынна, 3846 единица техникăна явăçтарнă.

Строительство палăртнă вăхăтпа килĕшÿллĕн пырать. Çул хывассине асфальт-бетонпа тата бетонпа хăвăрт тивĕçтерес тĕллевпе заводсен (пĕтĕмпе 12 тата 10 установка) монтажне ирттереççĕ.

Строительство материалĕсене вырăна турттарма вăхăтлăх çулсем те хывма тивнĕ% пурĕ 269 км. М-12 трассăн лаптăкĕсене 1800 пин кубла метр хăйăр, 600 пин кубла метр вĕт чул кÿрсе килнĕ. Строительсен «хулисене» йĕркелессипе те ĕç чарăнмасть – вĕсене пĕтĕмпе 27 хăпартнă.

Каласа хăвармалла, «Мускав – Чулхула – Хусан» пысăк хăвăртлăхлă çул проекчĕ Раççей Президенчĕн «Раççей Федерацийĕн 2024 çулчченхи аталанăвĕн наци тĕллевĕсем тата стратеги задачисем çинчен» хушăвĕпе пурнăçланать.

Хамăр инф.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика