Район уй-хирĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:23 Просмотров: 234

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлнехи кăтартусем çапларах – тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 34760 тонна пухса кĕртнĕ. Тухăç – 18,4 центнер. «Семеновод» агрофирмăра уй-хир ылтăнне юлашки гектарсем çинче выраççĕ.

Палăртмалла, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн кукуруза пуссинче те ĕç шавĕ тăрать. Предприятире çак культурăна тĕшĕлĕх выраççĕ. Тухăçĕ аван – 40 центнер. Кăçал тырă начартарах пулнăран аш-какай комбинатĕнче кукурузăна тĕшĕлĕх ытларах вырса илме тĕллев лартнă. Ку хуçалăх выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ янтăланă. Районĕпе илсен, сенаж-силос хатĕрлеме кукурузăна 598 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Кăçал уй-хир патшине çавăн пекех «Мураты», «Янгорчино», «Броневик», Карл Маркс ячĕллĕ, «Кольцовка» предприятисенче тата Григорий Лукин фермер хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ. Калас пулать, фермер çулленех кукурузăран сенаж хывать.

Ял хуçалăх организацийĕсенчи çĕрулми пуссисенче те ĕç вĕресе тăрать. Çак вăхăт тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 223 гектар кăларнă. Тухăç – 189 центнер.

Пĕртен-пĕр хуçалăхра – «Агрохмель» агрофирмăра – хăмла çитĕнтернĕ. Хальлĕхе симĕс ылтăна 14 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Тухăçĕ – 15 центнер, кăтарту кăçалхи çулшăн начарах мар.

Кĕрхи çĕртме 9290 гектар тунă. Кĕр тыррисене 6527 гектар акса хăварнă. Ĕç кăтартăвĕ пĕлтĕрхи шайрах.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика