Ĕçе ансатлатать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2021, 10:24 Просмотров: 267

Суд приставĕсен федераллă служби Цифра министерствипе пĕрле Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче полномочисене уйăрса памалли çĕнĕ сервис ĕçлеттерсе янă.

Ку майпа тивĕçтернĕ сотрудниксем организацисен Уйрăм кабинечĕ пулăшнипе портал урлă заявленисем яма пултараççĕ. Çакна валли Уйрăм кабинета кĕмелле, «Доверенности и доступы» уйрăмра «Делегирование полномочий» вкладкăна уçмалла, хыççăн вара сотрудника, доверенность вăхăтне тата полномочисене суйламалла. Доверенноçе электронлă мелпе алă пусни кирлĕ.

Организацин Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче çирĕплетнĕ учет записĕ пур кирек хăш сотрудника полномочисене уйăрса пама пулать.

– Платформăна ĕçе кĕртни хут доверенноçсене хатĕрлессинчен хăтарĕ. Полномочисене илнĕ хыççăн сотрудник çак сервиссемпе усă курать% пурнăçлав производстви тĕлĕшпе заявленисемпе ходатайствăсем, ăнлантарусемпе отводсем, жалобăсем парасси; пурнăçлаври производствăсем тĕлĕшпе информаципе тивĕçтересси. Çĕнĕлĕх суд приставĕсем патне обращенисем ярассине ансатлатать, улталанас хăрушлăха чакарать. Сервиса ĕçе кĕртнĕренпе, кăçалхи августăн 31-мĕшĕнчен, суд приставĕсен федераллă службине 34 организаци представителĕ 29 пин заявлени ăсатнă, 3 пин доверенноçпе усă курнă, – пĕлтерет суд приставĕсен федераллă служби.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика