Район хаçачĕ спорт тусĕсене пуçтарчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2021, 10:25 Просмотров: 276

Юнкунхи ир савăнтармарĕ: ăмăрлă, тĕксĕм çанталăкпа кĕтсе илчĕ. Кĕçех сивĕ çумăр та хытах лÿшкеме пуçларĕ. Малтанах кăмăла та пăсрĕ вăл – шăпах çав кун районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат çăмăл атлетика тусĕсене эстафетăна йыхравланăччĕ-çке. Анчах кăлăхах пăшăрханнă иккен. Спортăн чăн-чăн хастарĕсене нимле чăрмав та – йĕпе-сапа та, сивĕ çанталăк та – хăратмасть. Çакна «Химик» стадиона кĕтнĕ вăхăта çамрăк спортсменсем йышлă пухăнни яр уççăн çирĕплетрĕ. Çумăр пĕрĕхнине асăрхамаççĕ те тейĕн – кашнин пит-куçĕнче хăвăртрах та маларах пулас, çĕнтерĕве вĕçертес мар туйăм çеç палăрчĕ.

Каламалла, район спортсменĕсене çулсерен чупăва пухакан ку эстафета чăн-чăн спорт уявне çаврăнчĕ тесен те йăнăш мар. Пĕлтĕр кăна коронавирус пандемине пула сиктерме тиврĕ ăна. Кăçал вара вăл çĕнĕ вăй-хăват илчĕ% малашне чупусем «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективне 14 çул енне ертсе пынă, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Вячеслав Васильевич Николаев тĕп редактор ячĕпе иртĕç. Çакăн çинчен, ăмăртăва уçнă май, хаçатăн паянхи тĕп редакторĕ Светлана Чикмякова пĕлтерчĕ. Вăл тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, унăн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов эстафета участникĕсене хальхинче те пĕр-пĕрне хисеплесе, тÿрĕ тупăшура правуррисене палăртма сунчĕç. Сăмах май, ку ăмăрту яланхиллех район администрацийĕн пысăк пулăшăвĕпе иртрĕ.

Эстафетăна хутшăнакансем çĕнтерÿçĕсене кăçал икĕ ушкăнра палăртрĕç. Пĕринче те, тепринче те çивĕч тупăшу пурне те мĕн юлашки метрсем юличченех тимлĕхре тытрĕ. Никам та парăнма шутламарĕ% кашни тапхăртах кăтартусем улшăнса тăчĕç. Пĕрремĕш ушкăнра, акă, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисем старта тухрĕç. Вĕсенчен дистанцие чи малтан вĕçлекенсем Кульцав шкулĕн вĕренекенĕсем пулчĕç. Чи хăвăрт команда йышĕнче – Анна Юлмасова, Антон Борисов, Мария Максимова, Юрий Караулов, Елизавета Григорьева тата Владислав Тимофеев. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнисем – Аçăмçырми тата Малти Ишек шкулĕсен командисем.

Вăтам шкулсен ушкăнĕнче вара хăвăртлăх енĕпе Вăрнарти 1-мĕш шкул вĕренекенĕсене çитекенсем пулмарĕç. Даша Федорова, Тимофей Захаров, Надежда Григорьева, Илья Степанов, Анна Аверкина, Даниил Ильин, Кристина Прокопьева, Андрей Музяков, Мария Андреева тата Олег Митрофанов финиша пĕрремĕш вăхăтпа тухрĕç. Поселокри 2-мĕш шкул команди те иртнĕ çулсенчи пекех маттур – унăн кĕмĕл медаль. Аçăмçырмисем хăйсен результачĕсемпе савăнтарчĕç. Иккĕмĕш ушкăнра та вĕсем призерсен йышĕнче – виççĕмĕш вырăнта.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Светлана Чикмякова тĕп редакторпа райадминистраци пуçлăхĕ Андрей Тихонов медальсемпе тата грамотăсемпе чысларĕç, укçан парнепе хавхалантарчĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика