Вăрнарсем те палăрнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2021, 10:32 Просмотров: 285

Вăрман ĕçченĕсен кунне халалласа республикăри тĕп уяв кăçал Çĕмĕрлере иртнĕ. Ун программи тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулнă. Официаллă салам пайĕ хыççăн вăрманçăсем Спартакиадăра хăйсем хушшинче чи хастаррисене тата çивĕччисене хĕрÿ тупăшура палăртнă.

Професси ăсталăхне кăтартассипе тата ытти ăмăртусенче Вăрнарти вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсен кăтартăвĕсем те аван.

Спартакиада участникĕсен йышĕнче – республикăри вăрман хуçалăхĕсен 11 команди, Вăрман хуралĕн тата «Земля» обществăн ушкăнĕсем, вăрман арендаторĕсен пĕрлештернĕ команди. Вĕсене ăмăртусем умĕн Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Атăлçи федераллă округри вăрман хуçалăхĕн Департаменчĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Ковалев, республикăри çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов тата ыттисем саламланă. «Çакнашкал тĕлпулусем, спартакиадăсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, çĕнĕ хăнăхусемпе технологисене алла илме çав тери кирлĕ», – палăртнă республика ертÿçи Олег Николаев.

Ăмăртусем вăхăтĕнче вара командăсен GPS-ориентировани енĕпе, хуппи тата касăмĕ тăрăх йывăç тĕсне пĕлессипе кăткăс тĕрĕслевсем витĕр тухма тивнĕ. Çавăн пекех эстафетăра, ытти ăмăртусенче те вăй виçнĕ.

Спартакиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăн тата ылтăн медальсем Йĕпреçри вăрман ĕçченĕсен. Вăрнарсем вара çĕмĕрлесем хыççăн виççĕмĕш призлă вырăна йышăннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика