Выльăхсене те УЗИ пăхаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.09.2021, 10:34 Просмотров: 274

Вăрнар районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцин выльăха пĕтĕлентерекен пункчĕ ĕçлеме пуçланă.

Чĕрчуна чуптармалли тата чир-чĕре диагностикăламалли ятарлă оборудовани вырнаçтарнă автомашина районти кирек хăш яла та çитме хатĕр. Ун пекки районта та, республикăра та çукчĕ-ха. «УЗИ» аппаратпа выльăх хĕсĕррине, вăл е ку амакпа чирленине тупса палăртма, сиплеме эмел çырса пама пулать. Çĕнĕ оборудовани ветспециалистсен ĕçне те çăмăллатать, чĕрчуна маларах профилактикăлама та май парать. Калăпăр, иртнĕ çулсенче хуçалăхсенче ĕне хĕсĕррине темиçе уйăх пĕлмесĕр пурăннă. Халĕ УЗИпе пăхса чуптарнă хыççăнах пĕлеççĕ.

Ятарлă автомашинăн çăра уççине вăрнарсене Ветеринари ĕçченĕн кунĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев панă. Çывăх вăхăтрах районсене тата тăххăр пама палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика