Пĕрле ĕçлес тĕллевлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.10.2021, 11:26 Просмотров: 320

Районта обществăлла çар пĕрлешĕвĕсем активлăхпа палăраççĕ. Темиçе те йĕркеленнĕ вĕсем – кашни çар тĕсĕн тенĕ пекех пур.

Ĕçĕ-хĕлĕ те курăнать: вырăнти мероприятисене хутшăнмасăр юлмаççĕ, чылайăшне, çав шутра – ачасемпе те, хăйсем пуçарса ирттереççĕ. Çамрăксемпе тимлесси, чăн та, кашни организацишĕн тĕп тĕллевсен шутĕнче. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе тухăçлăрах пурнăçлас тесе, çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе вĕсем малашне пĕр шухăшлăн, ушкăнпа вăй хума тĕв тытнă. Ăна мĕнле йĕркелессине сÿтсе явма обществăлла пĕрлешÿсен председателĕсем пĕрлехи пĕрремĕш пухăва пуçтарăннă.

Унта хутшăннисем – «Боевое братство», «Союз советских офицеров» организацисен районти уйрăмĕсен, «Пограничниксен çамрăк тусĕсен» штабĕн, Германире службăра тăнисен, афганецсен, моряксен, пограничниксен тата ытти обществăлла пĕрлĕхсен ертÿçисем. Тачă çыхăнура тимлеме пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерекен штаб кирлине палăртнă. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ пĕрлĕхĕн ячĕ – «Вăрнар уйрăмĕн «Раççей патриочĕсем». Унăн ертÿçине суйланă май, пурте хăйсен сассине моряксен обществăлла организацийĕн пуçлăхĕшĕн Ярослав Александрович Никифоровшăн панă. Кĕске вăхăтрах штабăн уставĕ те пулмалла.

Штаба кĕрекенсем ÿлĕмрен районта, республикăра е ун тулашĕнче иртекен мероприятисене пĕрле канашласа-хатĕрленсе хутшăнма йышăннă. Çавна май вĕсем тĕлпулу-калаçусене, ларусене тăтăшах йĕркелес тĕллевлĕ.

И.ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика