Паттăрла йĕр хăварнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2021, 10:27 Просмотров: 640

Аслă вăрçă ахрăмĕ çулсерен хыçарах та хыçарах. Анчах совет халăхĕ ун витĕр паттăрла утса тухнă çул-йĕр нихăçан та манăçа тухмĕ.

Ял хуçалăх техникумĕн стени çинчи Астăвăм таблички те вăрçă событийĕсем пирĕн тăрăха та пырса тивнине аса илтерсех тăрать. «1941 çулхи сентябрьте кунта 324-мĕш стрелковăй дивизин 887-мĕш артполкĕн штабĕ пулнă» тесе çырнă унта. Дивизие йĕркеленĕренпе кăçал шăп та лăп 80 çул çитрĕ. Ун историйĕ Вăрнар тăрăхĕпе тачă çыхăннăран, дивизин вăрçăри кун-çулĕ çинчен тĕплĕнрех каласа парас килет.

1941 çулхи августăн 10-мĕшĕнче патшалăхăн Оборона комитечĕ йышăну кăларнă: сентябрĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 25-мĕшĕччен Чăваш Республикинче 324-мĕш стрелковăй дивизи туса хумалла. Вырăнти çар комиссариачĕсем тÿрех çак ĕçе пикенеççĕ. Штаб Шупашкар хулинчи «Атăл» хăна çуртĕнче вырнаçать. Дивизие йĕркелекен пĕрремĕш командир Николай Иванович Кирюхин генерал-майор пулнă. Штаб пуçлăхĕ – Кошелев полковник. Кунтах Вăрнар çынни Никифор Иванович Иванов та тăрăшнă.

Вăл, Вăрнарта 1914 çулта çуралнăскер, Гагарин урамĕнчи 36-мĕш çуртра пурăннă. Вăрçă пуçланиччен Шăхасанти çар комиссариатĕнче службăра тăни паллă. Шăпах çÿлерех асăннă дивизин йĕркелĕвне те пысăк тÿпе хывать вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, мĕн вĕçленичченех, дивизин штаб пуçлăхĕн помощникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă, çапăçусене хутшăннă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн, 2 степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕ. Вăрçă хыççăн та пулас ăрусемшĕн ырă ĕç хăварнă: хăйĕн асаилĕвĕсене машинкăпа пичетлесе, алă пусса Вăрнарти музея панă. Вĕсем халĕ те хаклă экспонат вырăнĕнче упранаççĕ. Паян та пире 324-мĕш дивизин фронтри паттăрлăхне куç умне кăларма май параççĕ.

Вăл хăйĕн тытăмне 1091-мĕш, 1093-мĕш, 1095-мĕш стрелковăй полксене (вĕсем Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш хулисенче тăнă) тата 887-мĕш артиллери полкне пĕрлештернĕ. Юлашкийĕ вара шăпах пирĕн тăрăхра, Вăрнарта, вырнаçнă-мĕн, штабĕ – ял хуçалăх техникумĕн çуртĕнче. Командирĕ Ефимов, комиссарĕ Жигалов пулнă. Çак полкра çывăхри Кив Мĕлĕш ялĕнчен Иван Петрович Петров тата Ксения Андреевна Кудрявцева службăра тăни паллă.

Каласа хăвармалла, октябрĕн 30-мĕшĕнче дивизие Куйбышев облаçĕнчи Инзу хулине куçараççĕ. Кунта салтаксене тăшмана хирĕç тăма хатĕрлес тесе çар ĕçне вĕрентнĕ. Йышра çак вăхăтра 11636 салтак шутланнă.

Декабрĕн 6-мĕшĕнче 324-мĕш дивизи пĕрремĕш çапăçăва кĕрет, Рязань облаçĕнчи Печерниковские Выселки яла фашистсен ирсĕрлĕхĕнчен хăтарать. Декабрĕн 15-мĕшĕнче вара Тула облаçĕнчи Богородицк хулине илеççĕ. Çанталăкĕ шартлама сивĕ тăнă ун чух, çил-тăманĕ те алхаснă. Чăваш салтакĕсем апла пулин те малаллах ыткăннă. 25 кунта Хĕвеланăç еннелле 400 км куçнă, Рязань, Тула тата Смоленск облаçĕсенче 300-е яхăн яла нимĕç пусмарĕнчен тасатнă. Сухинич хулине ирĕке кăларнă май вара тăшманăн 30 пăравусне, 429 вакунне, 142 автомашинине, 3 танкне, 2 самолетне, 17 орудипе 30 пулеметне, çар хатĕрĕсемпе 10 вакунне, 110   лашине туртса илнĕ иккен.

2-мĕш Белорусси фрончĕпе пĕрле çапăçнă 324-мĕш дивизин фронтри çитĕнĕвĕсене Аслă командующи Иосиф Сталин та уйрăммăн палăртнă: унран Тава тата «Верхнеднепровская» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

1944 çулхи августра Осовец крепоçне илсе паттăрлăх кăтартнăшăн та И.Сталин хушăвĕпе 12 залппа 124 орудирен салют пертернĕ.   1091-мĕш стрелковăй полка «Осовецкий» хисеплĕ ят панă, 1093-мĕш тата 887-мĕш полксене Александр Невский орденĕпе чысланă.

Аслă командующинчен виççĕмĕш хут тивĕçнĕ Тав – Кенигсберг хулинчи паттăрла çапăçушăн. Çакăнпа пĕрлех дивизие Хĕрлĕ Ялав орденĕпе те наградăланă.

Пирĕн ентешсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хăйсене шеллемесĕр хăюллăн кĕрешнине çак цифрăсем те яруççăн кăтартаççĕ. Чăвашсенчен йĕркеленнĕ 324-мĕш стрелковăй дивизин салтакĕсенчен 9-шне – Ленин, 102-шне – Хĕрлĕ Ялав, 3-шер Богдан Хмельницкий тата Суворов, 45-шне – Александр Невский, 95-шне – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степень, 715-шне – II степень, 2587-шне – Хĕрлĕ Çăлтăр, иккĕшне Мухтав (I степень), 23-шне – II степень орденĕсемпе чысланă. «Хăюлăхшăн» медале кăкăрĕ çине çакма тивĕçнисем вара 5675-ĕн, «Çапăçура палăрнăшăн» медале – 8395. Дивизие 1946 çулхи апрельте салатса янă.

Евгений АЛЕКСЕЕВ.        

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика