Суя справкăшăн яваплăх çирĕп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2021, 10:33 Просмотров: 609

Обществăлла апатлану вырăнĕсене, культурăпа спорт учрежденийĕсене, ытти вырăнсене вакцинациленнĕ çынсене е чир çуккине ĕнентерекен кăтартусемпе кăна кĕртни преступленисен тепĕр тĕсне «çуратрĕ».

Полици сотрудникĕсем суя сертификатсене тата тестсен кăтартăвĕсене сутнă тĕслĕхсем пуррине пĕлтереççĕ. Çакнашкал киревсĕр ĕçсем çинчен мĕн те пулин пĕлсен тÿрех йĕрке хуралçисемпе çыхăнма сĕнеççĕ.

Суя документсемпе çыхланни «сутуçăшăн» та, туянаканшăн та ырăпа вĕçленмест. Вакцинаци тумасăр сертификат хатĕрлесе паракан должноçри çынсене çеç мар, вĕсене туянса усă куракансене те уголовă явап тыттарма пултараççĕ. Кунашкал преступленисемшĕн тивекен айăплав çинчен РФ Уголовлă кодексĕн 327-мĕш статйинче çырнă.

Сăмахран, прививка тутарнине ĕнентерекен суя сертификат хатĕрленшĕн тата сутнăшăн 2 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ, ку документа илнĕшĕн тата упранăшăн – çулталăк таран.

Унсăр пуçне, вакцинациленмесĕрех сертификатлă пулас текен çыннăн мушенниксен серепине çакланас хăрушлăх та пысăк: укçине тÿлесе хураççĕ, документа кĕтсе илеймеççĕ.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви саккуна пăсса сертификатсем туса панă тата сутнă тĕслĕхсем çинчен информацие «02» (мобильлĕ телефонтан «102») номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика