Ют çĕршывсене те ытларах сутасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:03 Просмотров: 321

Нумаях пулмасть «Август» компанин генеральнăй директорĕ Михаил Евгеньевич Данилов тата финанс директорĕ Борис Борисович Тарасов Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.

Михаил Евгеньевич Раççейри ÿсентăрана хÿтĕлекен хими препарачĕсен рынокĕнчи лару-тăрăва тишкернĕ. Вăл палăртнă тăрăх, локдауна пăхмасăр кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕ ăнăçлă пулнă.

Вăл-ку сăлтава кура ÿсентăран продукцийĕн хакĕ ÿснĕ, çавна май аграрисем ăна вырнаçтарса лайăх тупăш илеççĕ, ÿсентăрана хÿтĕлекен хатĕрсемшĕн вăхăтра тÿлеççĕ.

Михаил Евгеньевич çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейре «Август» компанин препарачĕсемпе кăçал 50 млн гектар çĕре им-çамланă. Ку кăтартупа вăл Раççейре лидерсен шутĕнче.

Аграри секторĕнче пысăк технологисене ĕçе кĕртсе пынă май ÿсентăрана хÿтĕлекен хими препарачĕсен рынокĕ те анлăланать. Çавăнпа та гендиректор завод продукцине сутассин калăпăшĕ малалла та ÿсессе шантарнă. «Август» компани çывăхри тата аякри ют çĕршывсене хăйĕн таварĕпе ытларах тивĕçтерĕ, çавна май кунта продукци ассортиментне те ÿстерме палăртаççĕ.

«Август» Фирмăн финанс директорĕ Борис Тарасов компани аталану çулĕпе пыракан предприяти пулнине палăртнă. Вăл аграрисем хими препарачĕсемшĕн вăхăтра тÿленине тата вĕсем им-çамшăн укçа маларах та хывма хатĕррине çирĕплетнĕ.

Завод директорĕ Владимир Свешников сăмах илнĕ май, продукци производствин планĕ, ĕç линийĕсене модернизацилеме инвестици хывасси пирки ыйту çĕкленĕ.

Тĕлпулура завод ĕçченĕсем Вăрнар поселокĕн аталанăвĕ тĕлĕшпе мĕнле плансем пуррипе кăсăкланнă. Муниципалитета хăтлăх кĕртессипе тата поселокăн инфраструктурине çĕнетессипе «Август» компани малалла та тĕллевлĕ тăрăшассине ертÿçĕсем шантарсах каланă.

Сумлă хăнасем корпус строительствипе, хăвăрт çулăмланакан шĕвексен участокне техника енчен çĕнетес тапхăр епле пынипе паллашнă. Вĕсем çавăн пекех 182-мĕш цеха тата хатĕр продукцин складне çитсе курнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика