Тĕллев – ĕç хăватлăхне ÿстересси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:04 Просмотров: 374

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ «Производительность труда» наци проектне хутшăнма заявка тăратнă.

Çавна май нумаях пулмасть заводра Компетенцисен федераллă центрĕн (ФЦК) эксперчĕ Евгений Мельников пулчĕ. Ку организаци наци проектне пурнăçлас ĕçре предприятисене адреслă пулăшу парассипе тимлет.

Заводăн ертÿçĕсен йышĕпе тĕл пулнă май, Евгений Мельников наци проекчĕн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Ку программăна çĕршыври 10 пин енне предприятие явăçтарасшăн, 2024 çул тĕлне ĕç хăватлăхне çулсерен 5 процентран кая мар ÿстерессине йĕркелесшĕн.

ФЦК эксперчĕсем производствăри эффективлăха чакаракан сăлтавсене палăртаççĕ, сотрудниксене ĕç пахалăхне ÿстермелли мелсене вĕрентеççĕ.

Владимир Свешников директор Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕç производительноçне ÿстерме резервсем пуррине пĕлтерчĕ. Ку шухăша «Август» компанин директорĕн производство енĕпе тимлекен заместителĕ Дмитрий Ильинский тата Производство департаменчĕн пуçлăхĕн заместителĕ Александр Горятнин та палăртрĕç.

Евгений Мельников чĕртавар складĕнче, 180-мĕш, 181-мĕш тата 182-мĕш цехсенче пулчĕ, продукци кăларассипе тĕплĕн кăсăкланчĕ. Предприятин тухăçлăхне пысăклатма мĕнпур майсем пуррине каларĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика