Савăнмалăх пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.02.2018, 08:58 Просмотров: 457

– Ертÿçи пултаруллă, ăна кура – ĕçченĕсем. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пĕлекен коллектив. Районта вăрлăхпа тĕллевлĕ ĕçлекен виçĕ хуçалăхран пĕри. Пулас тухăç никĕсне çĕнетессипе нумай тимлеççĕ. Наукăпа тĕпчев ĕçĕсемпе туслă... – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх пирки ырă сăмахсене тата тăсма пулнине палăртса.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче кунта отчетлă пуху пулнă. Вячеслав Анатольевич, унта хутшăннă май, çавалкассене кăçал тата ÿсĕмлĕрех ĕçлеме ăнăçу суннă.

Ял хуçалăх кооперативĕн коллективĕн мухтанма сăлтав пур – 2017 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пухура вĕсемпе хуçалăх ертÿçи, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Шумилов паллаштарнă.

Пĕлтĕр пĕрчĕллисене 966 га çинчен 40765 центнер пухса илнĕ. 2016 çулхинчен пĕрлехи пухăм 16,9 процент пысăкрах. Тухăçĕ – гектартан 41 центнер.

Çавалкассем куллен 934 пуç ĕне-выльăх пăхаççĕ. Пĕлтĕр 1161 центнер аш-какай туса илнĕ. 16541 центнер сĕт суса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне вăтам сăвăм 5556 килогрампа танлашнă.

Хальхи вăхăтра кунта çурхи уй-хир ĕçĕсене хĕрсе хатĕрленеççĕ. Вăрлăх çителĕклĕ хывнă. Механизаторсем техникăна уя кăларма кулленех юсаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика