Пĕр-пĕрне хисепленĕрен çирĕп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2018, 10:36 Просмотров: 414

60 çул пĕрле, алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе... Пурнăçри тĕрĕслевсене çĕнтерсе, йывăрлăхсем умĕнче парăнмасăр хăйсен ырă хутшăнăвĕсене сыхласа хăварнă, маттур ачасем ÿстернĕ мăшăр. Çакăн пек калас килет Уравăшри Анна Никоноровнапа Георгий Тимофеевич Скворцовсем çинчен.

Нумаях пулмасть вĕсем ачи-пăчине, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене, йышлă тăванĕсене, ытти хăнасене тулли кĕрекене пухнă. Сăлтавĕ те сумлă – хисеплĕ мăшăр çемье çавăрса савăнăçра та, хурлăхлă самантра та пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнма тупа тунăранпа 60 çул çитнĕ. Çемье ăшшипе телее упрама пĕлнипе, ĕçченлĕхĕпе тата сăпайлăхĕпе вĕсем чăннипех те пуриншĕн те, уйрăмах çамрăксемшĕн, тĕрĕс тĕслĕх.

Георгий Тимофеевичпа Анна Никоноровна иккĕшĕ те пĕр ялтанах. Георгий Тимофеевич пурнăçне медицинăпа, ял çыннисен сывлăхне сыхлассипе çыхăнтарнă. Уравăш больницинче фельдшерта ырми-канми тимленĕ. Анна Никоноровна чылай çул «Мир» совхозра дояркăра, унтан пахчаçимĕç ÿстерес енĕпе ĕçленĕ. Каярахпа Уравăш больницин стационарĕнче повар пулнă май, чирлисене тутлă апат-çимĕçпе сăйласа сипленме хавхалантарнă.

Скворцовсем 5 ачана пурнăç парнеленĕ, килĕшÿпе татулăхра ÿстерсе тĕрĕс воспитани панă. Вĕсем пурте тăван килтен «вĕçсе тухса» саланнă ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшне çывăхарах, юнашар ялта, пурăнакан хĕрĕ Надежда пĕрмаях килсе кил-тĕрĕшре пулăшса тăрать. Поселокри ывăлĕ те Леня тăтăшах ялта. Халĕ тата ватăсен 10 мăнукĕпе 8 кĕçĕн мăнукĕ – куç тулли савăнăç.

Бриллиант туя кĕтсе илнĕ ялти ятлă-сумлă мăшăра Хирпуç поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Прокопьев тата ял поселенийĕн депутачĕ Елена Голубцова та пĕтĕм кăмăлтан ăшшăн саламланă. Парнесемпе чысласа çирĕп сывлăх, пысăк телей, çемьере çывăх çыннисен тимлĕхне тата юратăвне туйса вăрăм ĕмĕр пурăнма суннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика