Сухан çулĕнче савăнăç куççулĕ кăна тухтăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2022, 09:11 Просмотров: 215

2022 çулăн хуçи – Тигр. Авалхи славянсен календарĕпе килĕшÿл-лĕн вара çулталăк сим-волĕ – сухан. Пахчаçăсен кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. Ара, сухан кирлĕ çимĕçсенчен пĕри-çке.

Çак ял хуçалăх культурин историйĕ пуян. Этемлĕх сухан пирки 5–6 пин çул каяллах пĕлнĕ. Унăн Тăван çĕршывĕ Тĕп Ази тесе шухăшлаççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн сухан пур континентра та сарăлнă. Раççейре – 12–13-мĕш ĕмĕрсенче.

Чăвашсем те, ытти халăх çыннисем пекех, ку пахчаçимĕçпе апатра кулленех усă кураççĕ. Сухан тĕрлĕ чирпе кĕрешме пулăшнине ачаранах пĕлсе ÿсетпĕр. Паянхи кун та асаннесемпе кукамайсем çак пахчаçимĕçрен мăясем туса пÿрте çакаççĕ. Çамрăк кил хуçи хĕрарăмĕсем те аслă ăрурисенчен юласшăн мар. Сухан мăйисем вĕсен çемйисене чирсенчен сыхланма пулăшасса çирĕппĕн шанаççĕ. Ахальтен мар ăна çутçанталăк антибиотикĕ теççĕ. Халăх медицининче суханпа сипленмелли тĕрлĕрен тĕрлĕ рецептсем пур. Пыр ыратсан та, ÿслĕк аптратсан та пахчаçимĕçе алла тытма васкатпăр. Хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансем пуçлă, симĕс калчаллă, ăшаланă тата пĕçернĕ сухана та пачах тиркемеççĕ.

Сухан усăллă кăна мар, тупăш та кÿрет. Ял хуçалăх культурине уйрăмах елчĕксемпе патăрьелсем пысăк лаптăксенче çитĕнтереççĕ.

– Пĕлтĕр сухана тупăшлă вырнаçтартăмăр, пĕр миллион тенкĕлĕх сутрăмăр, – пĕлтерчĕ Вăрнар хĕрĕ, пилĕк çул каялла Патăрьел каччипе çемье çавăрнăскер.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейре туса илекен сухан вăрлăхĕн 30 проценчĕ – Патăрьел районĕн тÿпи. Чăваш севокне çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсем хапăлласах туянаççĕ.

Калас пулать, темиçе çул каялла Вăрнар районĕнче сухана «Янгорчино» тата «Хорнзор» хуçалăхсем те акса туса илнĕ. Вĕсен севок калама çук ăнса çитĕннĕ. Пĕр гектарти тухăç 200 центнера çити капашнă.

Хальхи вăхăтра, паллах, районта севок акса çитĕнтерессипе тимлекен пĕр предприяти те çук. Апла пулин те пахчаçăсем сухан валли çулленех темиçешер йăран уйăраççĕ. Хăшпĕр кил хуçисем ытлашши продукцие пасара тухса сутаççĕ.

Тупмалли юмахсенче сухана майрапа та, аппапа та, сарпикепе те танлаштараççĕ. Акă, тĕслĕхрен, пĕри: пĕчĕк кăна аппа пур, куçран пăхсан макăртать. Телее, куççулĕ хăвăртах типет. Вăл хуйхă-суйхăпа çыхăнманни, паллах, аван. Сухан çулталăкĕнче савăнăç куççулĕ анчах кăлармалла пултăр, хисеплĕ вулаканăмăрсем!

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Суханăн усăллă енĕсем:

иммун системине лайăхлатать: кашни кун 100 грамм сухан çисен организм С тата ытти витаминпа пуянланать;

аппетит лайăхланать;

вăраха кайнă астмăна, аллергиллĕ бронхита сипленĕ чухне пулăшать;

çăвар ăш-чиккине микробсенчен, вируссенчен тасатать;

юнри сахăр, холестерин шайне чакарать;

чĕрен ĕçне лайăх витĕм кÿрет;

усал шыçăсем аталанас шая чакарать;

пуç мимине çамрăклатать.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика