Ферма ĕçченĕсен кану çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2022, 09:16 Просмотров: 282

Фермăсенче çулталăкĕпех хĕрÿ ĕççи тăрать. Кунта вăй хуракансем хастарлăха хĕлле те чакармаççĕ. Ытларах тупăш илме тăрăшаççĕ.

Ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх-чĕрлĕхе мĕнле хĕл каçарнине район администрацийĕ асăрхасах тăрать. Нумаях пулмасть ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Мураткин специалистсемпе пĕрле «Броневик», «Юнтапа» кооперативсене, «Кольцовка» агрофирмăна, И.Балыкова, А.Фадеев хресчен-фермер хуçалăхĕсене çитсе курнă.

Хăмăшсем мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе 506 пуç тытаççĕ, çав шутра 200-шĕ – сăвакан ĕне. Пĕлтĕр «Броневик» кооперативра аш-пăш туса илесси 42 процент ÿснĕ.

«Юнтапа» хуçалăхра ĕне выльăх шучĕ пĕчĕкрех – 10 пуç çеç. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ. Çавăнпа та юнтапасем выльăх-чĕрлĕхе паха апат çитерме тăрăшаççĕ. Кăçал витере юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă.

«Кольцовка» агрофирмăра çак вăхăтра 376 пуç выльăх тытни паллă. Ĕнесем – 138. Кашнинчен вăтамран 17 кг сĕт суса илеççĕ.

А.Фадеев фермер хуçалăхĕ çултан-çул выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе курăмлă ĕçлет. Халĕ кунта шултра мăйракаллисене 175 пуç тытаççĕ, вăл шутра 76-шĕ – сăвакан ĕне.

А.Фадеев хуçалăхĕ икĕ çул каялла грант çĕнсе илсе çĕнĕ сĕт-çу ферми çĕкленĕ. Планра – выльăх йышне пысăклатасси.

И.Балыкова фермер хуçалăхĕ те хастарлăхпа палăрса тăрать. Кунта выльăх-чĕрлĕх хĕл лайăх каçтăр тесе тăрăшаççĕ. Хуçалăхра апат бази çирĕп. Ĕне выльăха кунне темиçе хутчен тăрантараççĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх 49 пуç шутланнă, ĕнесем – 18.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика