Пуçарупа килĕшнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.02.2022, 09:24 Просмотров: 595

Районти мĕнпур ял-хула тăрăхне пĕтĕçтерсе пĕр пĕрлĕх туса хурассине чылай вăхăт тĕрлĕ шайра сÿтсе яврĕç. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ пĕрлĕхĕн, улшăнăва çирĕплетсен, муниципаллă округ статусĕ пулмалла.

Ку ыйтупа пурин шухăш-кăмăлне пĕлни пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та кирлĕ йышăну тăвиччен ăна уçă итлевсене кăларнă. Вĕсем халăхăн ытларах пайĕ сĕнекен çĕнĕлĕхе хирĕç маррине кăтартса панă. Халĕ пĕтĕмĕшле татăклă йышăну пур теме юрать.

Муниципаллă округ туса хурасси тунтикун депутатсен район Пухăвĕн ларăвĕн кун йĕркинче тĕп ыйту пулчĕ. Йĕркелÿ, кадрсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ Алина Константинова пĕлтернĕ тăрăх, унччен маларах мĕнпур поселенин Пухăвĕсен ларăвĕсем иртнĕ, вырăнти депутатсем те хăйсем енчен пуçарăва ырланине çирĕплетнĕ. Çакна шута илсе, район депутачĕсем Вăрнар муниципаллă округне йĕркелессипе килĕшсе пĕр шухăшлăн сасăларĕç.

Ларура пăхса тухнă тепĕр ыйту та анлă. Экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Шашкарова районăн пĕлтĕрхи социаллă-экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Кашни отрасльти кăтартусене тĕплĕн тишкерчĕ (туллинрех – хаçатăн çитес номерĕнче).

Депутатсем çавăн пекех муниципаллă пурлăх приватизацийĕн прогнозлă планне улшăнусем кĕртрĕç, район пурлăхне ял поселенийĕсене тÿлевсĕр куçарассипе, Тĕрĕслевпе счет палатине информацие вăхăтра ярса тăрас тивĕçе администрацие парассипе çыхăннă тата ытти ыйтусемпе йышăнусем кăларчĕç.

Пĕтĕм республикăри пекех районта та коронавирус пандемийĕн çĕнĕ «хумĕ» алхасни канăç памасть. Лару-тăру çав тери йывăрланнине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов.

– Тухтăрсем, медицина работникĕсем йышлă чирлеççĕ. Çавăнпа та волонтерсен пулăшăвĕ питĕ кирлĕ. Вăрнарти икĕ шкула, хушма пĕлÿ учрежденийĕсене дистанци мелĕпе ĕçлесси çине куçарма лекрĕ. Лару-тăру япăхлансах пырсан çирĕпрех чару мерисене йышăнасси пирки те шутлама тивĕ, – терĕ Андрей Владимирович.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика