ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Çивĕч ыйтусем тавра – уçă калаçу

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.07.2019 16:42 Просмотров: 274

Çак кунсенче Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ, хаçатçăсем хускатнă халăха хумхантаракан ыйтусене хуравларĕ.

Вячеслав Николаев,

тĕп редактор:

– Леонид Григорьевич, хаçат вулакансен ыйтăвĕсене хуравлама тытăниччен район аталанăвĕпе кĕскен паллаштармăр-ши? Промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, строительствăра тата ытти сферăра мĕнле çитĕнÿсем-çĕнĕлĕхсем пур? Çитменлĕхсем-чăрмавсем пирки каласа хăварсан та аванччĕ...

Леонид Николаев:

– Аталану пирки калас пулсан, муниципалитетра социаллă экономика тăрăмĕ тăнăçлă. Район пурăнать, аталанать, ялсен сăнĕсем улшăнаççĕ. Тен, халăх кĕтнĕ пек хăвăрт мар, анчах ырă улшăнусем пур. Промышленность тата ял хуçалăх предприятийĕсем аталанса пыраççĕ, харпăр хăй производствине инвестицисем явăçтараççĕ. Çур çулта экономикăн мĕнпур отраслĕн тĕп капиталне хывнă укçа 255,2 млн тенкĕпе танлашнă. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ производствăна çĕнетме 100 млн тенкĕ янă. Агропромышленность комплексне хывнă инвестицисем 71,9 млн тенкĕпе танлашнă: Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Мураты», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче пысăк ĕçсем пыраççĕ.

Ваккăн суту-илÿ сфери те сулмаклăн аталанать, çулталăк пуçланнăранпа 18,1 млн тенкĕлĕх инвестицисем явăçтарнă.

Промышленность пекех малашлăхлă ял хуçалăх отраслĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Районта çулсеренех ака лаптăкĕсем ÿссе пыраççĕ. Кăçал вĕсем пĕтĕмĕшле 29 пин те 211 га йышăнаççĕ. Ял поселенийĕсен территорийĕсенчи хуçасăр çĕрсене пĕчĕккĕн пусă çаврăнăшне кĕртсе пыратпăр. Кăçал усă курман 1175 га çĕре çаврăнăша кĕртмелле.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру та тăнăçлă. Хальхи вăхăтра район сĕт туса илессипе тата ĕнесен йышĕпе республикăра 2-мĕш вырăнта пырать, мăйракаллă шултра выльăх тата сыснасен шучĕпе – 3-мĕш вырăнта. Сакăр ял хуçалăх кооперативĕ республикăри чи лайăх 100 предприяти шутне кĕреççĕ. Эпир хамăр аграрисен ĕçĕпе мухтанатпăр, вĕсене чĕререн тав тăватăп.

Вĕрентÿ тытăмĕнче те ырă улшăнусем пур. Çуллахи каникул вăхăтĕнче мĕнпур вĕрентÿ учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал çакăн валли бюджетран 32 млн тенкĕ ытларах уйăрнă. Ача сачĕсенче пысăк ĕçсем пурнăçланă, вĕсенче апатлану блокĕсене юсанă, халĕ кухня оборудованине кĕтетпĕр.

Культура сфери те тимлĕхре. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа районти культура çуртĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле ку тĕллевпе 8 млн тенкĕ уйăрнă.

Çакна та палăртма кăмăллă, 2020 çул валли строительство планне Пăртас ялĕнчи 150 вырăнлăх клуб проекчĕ те кĕнĕ.

Кăçал Вăрнар поселокĕнче биологилле тасатакан сооруженисен строительствипе пысăк та яваплă ĕç пурнăçламалла. Ку объект «Экологи» нацпроект тата «Атăла сыватасси» регион программи йĕркипе çĕкленмелле. Ун хакĕ – 406 млн тенкĕ. Ку çул ун çуррине ĕçе кĕртмелле. Подряд организацине палăртнă.

Строительство темине тăснă май, çакна каламалла: кăçал пирĕн 12 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Хальлĕхе 3731 тăваткал метр çĕкленĕ. Кÿстÿмĕр тата Аçăмçырми ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. «Ял территорийĕсене тăнăçлă аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн Хапăсра, Кивçурт Енĕшре тата Кив Шуртанта çĕнĕ çулсем сарассипе ĕçсем пыраççĕ.

Тепĕр ырă саманта та асăнмалла. Кăçал эпир пĕрремĕш хут «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăна лекрĕмĕр. Ун йĕркипе поселокри Зеленăй тата Севернăй тăкăрлăксенчи картиш территорийĕсене 8,9 млн тенкĕлĕх хăтлăлатма пăхнă. Ĕçсене августăн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

Эпĕ район аталанăвĕн тĕп çитĕнĕвĕсене асăнтăм. Паллах, татса памалли ыйтусем те пур. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче çивĕч ыйтусем пур, çутçанталăк газĕшĕн парăм пысăк, çурт-йĕр строительствипе ытларах ĕçлемелле.

Елена Порфирьева,

редактор:

– Социаллă сферăра юлашки çулсенче халăх хутшăнакан проектсем приоритетлисен шутĕнче. Ял çыннисем ял çулĕсене тума мĕншĕн халăхран укçа пуçтарнипе кăсăкланаççĕ. Патшалăхăн укçа-тенкĕ çук-и?

Леонид Николаев:

– Вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ программа пирĕн республикăра 2017 çулта ĕçлеме пуçларĕ. Вăл районти ял поселенийĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Вăрттăнлăх мар, вĕсен бюджечĕсем пысăк ĕçсем тума пай памаççĕ, налук потенциалĕ пысăках мар. Çавăнпа та вĕсем республика тата район бюджечĕсен пулăшăвĕсĕр калăпăшлă ĕçсене пуçăнаймаççĕ. Пуçаруллă бюджет программи республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ явăçтарма май парать. Анчах та унта обязательнăй майпа юридици сăпатĕнчи тата уйрăм çынсен, уйрăм предпринимательсен хутшăнмалла.

Укçана, сăмахран, çул тума, халăхран никам та пуçтармасть. Çынсем хăйсем инициативлă ушкăн туса хураççĕ, укçа-тенкĕ ыйтăвне пĕрле сÿтсе яваççĕ. Кăçал районта хутшăнакан 18 проектран çурри çул-йĕре юсассипе çыхăннă. Ку енĕпе Аçăмçырми ял поселенийĕнче кăтартуллă ĕçлеççĕ: пĕлтĕр пĕр çул тунă, кăçал икĕ çул çĕнелмелле. Ку тăрăхра пурăнакансем пуçаруллă бюджет программин мĕнпур ырă енне ăнланса илчĕç, вĕсем бюджетра «ирĕклĕ» укçа пуласса кĕтсе лармаççĕ, хăтлăхшăн маларах тăрăшаççĕ.

Светлана Чикмякова,

редактор:

– Пĕр вăхăт Вăрнарта çĕнĕ шкул строительстви пирки хĕрÿ калаçрĕç. Ку ыйту иккĕмĕш плана юлмарĕ-и? Ăна çĕклессипе ырă куçăм пур-и?

Леонид Николаев:

– Чăн та, иртнĕ çул Вăрнар поселокĕнче çĕнĕ шкул строительстви валли çĕр лаптăкĕ уйăрассипе хатĕрленÿ ĕçĕсем иртрĕç. Кăçалхи февральте районти культура çурчĕ çумĕнчи территорири çĕре строительство ĕçĕсем валли куçарассипе халăх итлевĕ пулчĕ. Çынсен сасăлавĕ тăрăх Вăрнар хула поселенийĕн депутатсен Пухăвне ку енĕпе йышăну тума сĕннĕ. Мартра поселок депутачĕсен канашлăвĕнче парк çĕрне Р категорирен куçарас мар тесе йышăннă, çапла кунта вĕрентÿ объектне çĕклеме юрамасть. Шел те, Вăрнар поселокĕнче планланă çĕнĕ шкула çĕклеме ирĕклĕ урăх лаптăк (5 га) çук.

Хальхи вăхăтра Вăрнарти шкулсенче вĕренÿ пÿлĕмĕсем çитменни çивĕч тăрать. Вĕсенче 1723 ача вĕренет, проект хăвачĕ вара 1264 вырăнлăх кăна.  

Лару-тăрăва Вăрнарти 1-мĕш шкул çумне 500 вырăнлăх çурт çĕклесе лайăхлатма май пур. Иккĕмĕш çур çулта ку енĕпе проектпа смета документацине хатĕрлес тата проекта республикăн Вĕрентÿ министерствинче çирĕплетес тĕллевпе йĕркелÿ ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Чăваш ен Вĕрентÿ министерстви Вăрнар поселокĕнче çĕнĕ шкул тăвассине 2025 çул планне кĕртнĕ.

Вячеслав Николаев,

тĕп редактор:

– Районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха уйрăм çынсен аллине панă хыççăн ĕç кал-кал пыма пăрахни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ку енĕпе йĕркеленĕ организацисем панкрута тухса çĕнĕ ятпа сăмсаланаççĕ-ха, анчах халăх ырлăхĕшĕн тăрăшас вырăнне ĕçе япăхлатса кăна пыраççĕ. Акă, газшăн парăм 19 миллион тенке çити çăмхаланнине пĕлетпĕр. Çав вăхăтра парăма татма бюджет укçине тăкаклама тивет. Ку, паллах, тĕрĕс мар. Çак авăртан тухма çултан-çул йывăрланса пырать. Тен, çак тытăма унчченхи пек муниципалитет аллине шанмалла? Çапла тума саккун ирĕк парать-и? Тĕслĕх те пур – кÿршĕри Йĕпреç районĕн опычĕпе паллашмалла. Вĕсен газшăн парăм таврашĕ те çук-мĕн.

Леонид Николаев:

– Ку, çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, ансат ыйту мар. Сулмаклă аталану динамикине пăхмасăр, çутçанталăк газĕшĕн пухăннă пĕчĕк мар парăм сумми сыхланса юлнă-ха. Хальхи вăхăтра ЖКХ объекчĕсене саккунпа килĕшÿллĕн (ăшăпа, шывпа тивĕçтересси, водоотведени, электроснабжени) конкурс йĕркипе ресурспа тивĕçтерекен организацисене панă. Правительство шайĕнче ЖКХ сферинче МПУсем туса хурассине хирĕçлекен саккун проектне пăхса тухнă.

Парăмсем пухăннин тĕп сăлтавĕ – «Интех» тулли мар яваплă общество (управляющи компанийĕ) «Теплокомфорт» тулли мар яваплă обществăна 25 млн тенкĕ тÿлесе татманни. «Интех» халĕ панкрутра, унăн устав капиталĕ 10 пин тенкĕ кăна пулнă. «Теплокомфорт», район администрацийĕ тата «Межрегионгаз Чебоксары-Газпром» 13 млн тенкĕлĕх парăма икĕ çулта парса татассипе реструктуризаци планне хатĕрленĕ. «Теплокомфорт» организаци ку тĕллевпе ăшă парса тăнисĕр пуçне урăх ĕçсем те палăртнă.

Палăртмалла, хутса ăшăтмалли иртнĕ тапхăрта тÿлевсене туллин хывнă.

Вячеслав Николаев,

тĕп редактор:

– Хваттер ыйтăвĕ яланах çивĕч тăнă. Патшалăх юлашки çулсенче вăрçă участникĕсемпе вĕсен тăлăх арăмĕсене ку енĕпе пысăк пулăшу пачĕ, хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерчĕ. Анчах вăрçă ачисене нимĕнле çăмăллăх та кÿменни хытă пăшăрхантарать. Акă, Вăрнар поселокĕнчи сакăрвуннăран иртнĕ Антонина Овчинникова баракра пĕччен пурăнать, унăн ачи-пăчи çук. Темиçе çул каялла, эсир, Леонид Григорьевич, унăн хваттер ыйтăвне çывăх вăхăтра татса пама май пурри çинчен халăх умĕнче пĕлтернĕччĕ. Шел, мĕн сăлтавпа-ши вăл халĕ те сивĕ пÿртре нушаланса пурăнать?

Леонид Николаев:

– Граждансене Комсомольски урамĕнчи 53-мĕш çурт ведомствăсем хушшинчи комисси йышăнăвĕпе пурăнма юрăхсăр шутланать. РФ Хула строительствин Кодексĕн тата 185-мĕш №-лĕ федераллă саккунăн нормисемпе ЖКХ фончĕн укçа-тенкĕ пулăшăвĕ пурăнмалли çуртсем, вăл шутра чăрмавлă застройкăсем, çине сарăлмасть. Хальхи вăхăтра çĕршыв правительствин шайĕпе РФ пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕнче «нумай хваттерлĕ çурт» тата «чăрмавлă застройка çурчĕ» ăнлавсене çирĕплетессипе тимлеççĕ.

Шел те, район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ çук, вăл çынсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерессипе ĕçлемест.

Светлана Чикмякова,

редактор:

– Çулсерен районта нумай мар пулин те çĕнĕ çулсем çĕкленеççĕ, анчах та кăшт вăхăтранах вĕсем унта та кунта çĕмĕрĕлни курăнать. Çакă строительсен пахалăхсăр ĕçĕпе е тĕрĕслев çирĕп маррипе çыхăннă?

Леонид Николаев:

– Чăн та, çулсерен районта автомобиль çулĕсене 5 км юсатпăр тата çĕнĕрен тăватпăр. Строительство тата юсав ĕçĕсем вĕçленсен ятарлă комисси общественноçа – ял старостисене, поселени пуçлăхĕсене, çавăн пекех строительствăпа ЖКХ пайĕн специалисчĕсене явăçтарса çулсене тĕрĕслет. Çулсеренех ĕçсен пурнăçлавне тĕрĕслев органĕсем те тимлĕхе илеççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тупнă çитменлĕхсене гаранти обязательстви йĕркипе подряд организацийĕ хăй шучĕпе пĕтерет. 2018 çулта тĕрĕслевпе шутлав палати 2017 çулта тунă пĕтĕм объекта тĕрĕсленĕ. Кăçал вăл çак ĕçе пĕлтĕрхи объектсем тĕлĕшпе пурнăçланă. Тĕрĕслев акчĕсене пысăк çитменлĕхсене палăртман. Кăçал çул тунă чухне ял активисчĕсем те строительство ĕçĕсене çирĕп асăрхаса тăчĕç. Уйрăмах ку енĕпе çăлкас-кăкшăмсем тата туçи-çармăссем маттур пулчĕç.

Светлана Чикмякова,

редактор:

– Вăрнарти Севернăй тăкăрлăкра çĕнĕ микрорайон çĕкленчĕ. Анчах та вĕсем çывăхĕнче пĕр çутă лампи те çук. Кĕркунне-хĕлле кунта çÿреме хăрушă. Çĕн çуртсен территорийĕсене çутатассине миçемĕш çул планне кĕртнĕ-ши?

Леонид Николаев:

– Маларах асăнтăм ĕнтĕ, «Хăтлă хула хутлăхĕ» программа йĕркипе Севернăй тата Зеленăй тăкăрлăксенчи çурт территорийĕсене çутăпа тивĕçтерме палăртнă. Ку проекта пурнăçа кĕртме 9 млн тенке яхăн пăхнă.

Светлана Чикмякова,

редактор:

– Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет пуçлăхĕсене социаллă сетьре хускатакан ыйтусене тимлĕхе илме сĕнет. Вăрнар район çыннисем, акă, «Подслушано Вурнары» страницăра час-часах хĕрÿ дискуссисем пуçараççĕ. Сăмахран, авшак-элменсем урамри çул строительствине технологие пăсса тума тытăннине çыраççĕ. Вăрнарти К.Маркс урамĕнчи 4-мĕш А тата 4-мĕш Б çуртра пурăнакансем çуртсем хушшинчи пысăк шăтăка ачасем кĕрсе ÿкесрен пăшăрханаççĕ. Отиккăвăра пурăнакансем хăйсен ялĕнче пĕртен-пĕр çÿп-çап контейнерĕ кăна ларнине, ватăсене унта утса çитме хĕн пулнине çыраççĕ тата ытти те. Сирĕн специалистсем социаллă сетьсене тĕпчеççĕ-и, вĕсенче хускатакан ыйтусем чăна килеççĕ-и тата вĕсене татса пама мĕнлерех мерăсем йышăнаççĕ?

Леонид Николаев:

– Халăх ыйтăвĕсене вăхăтра пăхса тухма 2018 çулта Чăваш енре мониторингăн «Инцидент менеджмента» федераллă патшалăх системи ĕçе кĕнĕ. Вăрнар районĕпе çыхăннă ыйтусене пирĕн пата ярса параççĕ. Вĕсем «ВКонтакте», «Инстаграм», «Одноклассники» тата ытти социаллă сетьсенчен килеççĕ. Хальхи вăхăтра эпĕ те, район администрацийĕн пуçлăхĕ, «Инстаграмра», «ВКонтактере» тата «Фейсбукра» пур. Ыйтусене 24 сехет хушшинче хурав памалла.

Авшак Элменти çул строительствине илес пулсан, килĕшĕве проекта пахалăхлă хатĕрлеменшĕн пăрахăçланă, хальхи вăхăтра ĕçе малалла тăсма подрядчика палăртассипе тимлетпĕр. Отиккăвăра йăлари хытă каяшсене пуçтарма икĕ контейнер площадки палăртнă, паянхи кун пĕрне Советски урамри 33-мĕш çурт çывăхĕнче йĕркеленĕ. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне поселенири çÿп-çап пухмалли вырăнсене йĕркене кĕртсе çитермелле.

Светлана Чикмякова,

редактор:

– Юлашки вăхăтра Вăрнар поселокĕнче пурăнакансем ĕçмелли шыв пахалăхĕ япăх пулнине палăртаççĕ. Пирĕн крансенче мĕншĕн ĕçме май çук шыв юхать-ши? Ăна мĕншĕн йĕркеллĕ тасатмаççĕ?

Леонид Николаев:

– Пахалăхлă ĕçмелли шыв ыйтăвĕ çивĕччисен шутĕнчен тухмасть-ха. Вăрнарта куншăн «Управляющи компанийĕ» тулли мар яваплă общество яваплă. Организаци шыва тасатма реагентсем туянать. Шыв пахалăхне уйăхсерен потребительсен правине хÿтĕлекен федераллă службăн территорири управленийĕ тĕрĕслесе тăрать. Специалистсем ăна пробăсем илсе норматива тивĕçтернипе тивĕçтерменнине сăнаççĕ. Паянхи кун Вăрнар поселокĕнчи çуртсене шыв хранилищинчен килекен шыв СанПиН нормисене тивĕçтерет. Анчах та çуллахи вăхăтра шыв хранилищинче шыв пахалăхĕ чакнипе кранран юхакан шывăн та пахалăхĕ пĕчĕкленет. Çакă кунти оборудовани проектпа палăртнă виçепе килĕшсе тăманран плотинари шыва туллин тасатса çитерейменнипе çыхăннă.

Светлана Чикмякова,

редактор:

– Паянхи кун ял халăхне, ахăртнех, çÿп-çап ыйтăвĕ хытах кулянтарать. Ялсене тухса çÿренĕ май çынсем хăйсен территорийĕнче контейнер площадкисем вуçех çуккишĕн е вĕсем пĕр-пĕринчен ытла аякра вырнаçнишĕн, ялсенче кивĕ, хупăнман, шăтăк-путăк контейнерсем лартса панишĕн пăшăрханса калаçнине илтме пулать. Ку енĕпе лару-тăру улшăнать-и?

Леонид Николаев:

– Контейнер площадкисен строительстви тата йĕркелĕвĕ валли кăçал район бюджетĕнчен 5,8 млн тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун тĕлне 196 площадка тунă, тата 81 вырăна йĕркене кĕртсе çитермелле. Ĕçсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Июлĕн 12-мĕшĕнче ял поселенийĕсем валли 336 евроконтейнер туянма электронлă аукцион иртрĕ. Контракта июлĕн 23-мĕшĕнче алă пусма палăртнă. Çакăн хыççăн 45–60 кун хушшинче вĕсене кÿрсе килмелле. Районĕпе 277 контейнер площадки пулмалла, вĕсене çĕнĕ йышши 336 контейнер вырнаçтармалла.

Вячеслав Николаев,

тĕп редактор:

– Мĕншĕн Мачамăш ялĕнчи ачасен медицина пулăшăвне çывăхра илме май çук? Вĕсене прививка тата чирлесен укол тутарас тесен çавра çулпа 6–7 çухрăмра вырнаçнă Шăхальти ФАПа илсе кайма тивет. Вырăна çитме автобус çине икĕ хутчен куçса лармалла. Мачамăшсене Калининăри участок больници çумне çирĕплетсен тĕрĕсрех пулмĕ-ши? Калининăри участок больницинче юсав ĕçĕсем пурнăçлама палăртаççĕ-и?

Леонид Николаев:

– Вăрнар район тĕп больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, Мачамăш ял халăхĕн сывлăхне Шăхальти фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ Анна Сергеева пăхса тăрать. Аслисене пĕтĕмĕшле практика врачĕ Нина Федорова, ачасене Инна Тимофеева врач-педиатр йышăнать. Ачасене профилактика прививкисене Калининăри участок больницинче тăваççĕ.

Калининăри участок больницин тĕплĕ юсавне 2020 çула палăртнă.

Тĕллевсем, ĕçсем нумай. Вулакансен ыйтусем татах пулсан район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсене яланах хуравлама хатĕр.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ