Интервью с главой администрации Вурнарского района об итогах уходящего года

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 23.12.2019, 16:11 Просмотров: 473

DSC 0118

Кăтартусем аван, тĕллевсем пысăк

2019 çул та историе кĕрсе юлать. Халĕ шăпах çулталăк тăршшĕнчи пулăмсене аса илме, пĕтĕмлетме, хаклама тата мĕн патне ăнтăлмаллине палăртма вăхăт. Çĕнĕ çул умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид НИКОЛАЕВПА тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

– Леонид Григорьевич, иртсе каякан çула мĕнле хаклатăр? Вăрнар районĕшĕн вăл мĕнлерех пулчĕ?

– 2019 çула мĕнпур сферăра япăх мар кăтартусемпе вĕçлетпĕр. Промышленноç предприятийĕсемшĕн вăл ÿсĕмлĕ пулмалла. Тавах, «Чăвашкабельмет» вăхăтлăха сиксе тухнă йывăрлăхран тухма пултарчĕ.

Кăçалхи çул уйрăмах ял хуçалăхĕнче тимлекенсемшĕн ăнăçлă пулчĕ. Район тĕштырă туса илессипе республикăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, вăтам тухăç кĕлет виçипе кашни гектартан 34,1 центнерпа танлашрĕ. Тыррăн пĕтĕмĕшле пухăмĕпе вăрнарсем иккĕмĕш вырăнта. Мĕнпур категориллĕ хуçалăхра аш-какай тата сĕт туса илессине ÿстернĕ.

Вĕрентÿ сферине илес пулсан, шкулсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама 34 млн ытларах тенкĕ уйăрнă. Пысăк ĕçсем Вăрнарти 2-мĕш шкулта пурнăçланчĕç. Икĕ çулта кунта пĕтĕмпе 30 млн ытла тенкĕ тăкакланă.

Ытти шкулсенче чÿречесене улăштарассипе, пÿлĕмсене çĕнетессипе, пушар хăрушсăрлăхĕн оборудованине вырнаçтарассипе чылай тимлерĕмĕр.

Ача сачĕсенче юсав ирттерес ĕçре республика пулăшăвне аван туйрăмăр. Район бюджечĕ те укçа-тенкĕ хыврĕ. Çапла майпа шкул çулĕчченхи мĕнпур учрежденире кухньăсене çĕнетме, кирлĕ оборудованипе пуянлатма пултартăмăр. Çакăншăн Чăваш ен Пуçлăхне, республика Правительствине пысăк тав.

Кăçал планпа Мăн Явăш, Çавалкас клубĕсем çĕнелчĕç, Кульцав клубĕ оборудованипе пуянланчĕ. Район хысни пулăшнипе çичĕ культура учрежденийĕнче вак юсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр.

Спорта аталантарассипе тунă ĕçсем те курăмлă. Пĕтĕм Раççейри «ГТО» физкультурăпа спорт комплексне пурнăçлама района оборудовани тивĕçрĕ. Площадкăна йĕркене кĕртсе çитермелле. Кăçал ГТО нормативĕсене пурнăçлас текенсем нумаййăн пулчĕç. Анчах та хальлĕхе пирĕн район ку енĕпе чи лайăххисен йышĕнче мар-ха. Çитес çул кăтартусене ÿстерессипе ытларах тимлемелле.

– Тĕлпулусенче те, йышăнусенче те çынсем ял, район çулĕсене юсасси пирки ыйтусем чылай çĕклеççĕ. Çул-йĕр строительствине пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?

– Çул-йĕр ыйтăвĕ яланах çивĕччисен йышĕнче пулнă, пулать те. Районта, паллах, юсав ĕçĕсем ыйтакан çулсем чылай. Вĕсене май пур таран юсаса пыма тăрăшатпăр.

Кăçал, акă, Çĕрпел еннелле каякан республика пĕлтерĕшлĕ çул объектĕнче пысăк ĕçсем пычĕç. Подрядчик малтан 3 км çула кăна юсанăччĕ, анчах район ертÿлĕхĕ, халăх ыйтнипе кĕркунне тата 3 километра çĕнетме пултартăмăр. Çитес çул кунта тата 4 километр чухлĕ юсамалла.

Шăхасан–Калинино автоçул юсавĕ тăсăлса кайрĕ. Çакă чи малтанах аукциона никам та хутшăнманнипе, çĕнтерÿçи кĕркуннехи торгинче кăна палăрнипе те çыхăнчĕ. Проектра йăнăшсем тупăннипе, хăйăр тĕсĕ тивĕçтерменнипе вăхăта çухатрăмăр. Çакă ку çул çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансене автомобильпе çÿреме пысăк чăрмав кÿчĕ. Вĕçленÿллĕ ĕçсене 2020 çула куçарнă. Хĕллехи вăхăтра вырăнти халăха ун тăрăх çÿреме ирĕк панă, анчах та транзитлă автомобильсене кунтан çÿреме юрамĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă май, сиксе тухнă чăрмавсемшĕн район çыннисенчен каçару ыйтатăп.

Тепĕр ыйтуллă объект – Уйкас Явăшалла каякан çул. Проектпа смета документацийĕ хатĕр ĕнтĕ, ун юсавне çитес çулхи плана кĕртсен тем пекехчĕ.

Район çулĕсем тĕлĕшпе палăртнă юсав ĕçĕсене йăлтах пурнăçланă. Çулсене тытса тăрас программăпа хăшпĕр вырăнта шăтăк-путăксене сапламанни юлчĕ. Ку подрядчиксем хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннипе çыхăнчĕ.

Инициативлă бюджет программипе ял поселенийĕсенчи тăхăр çул çĕнелчĕ. «Ял территорийĕсене тăнăçлă аталантарасси» федераллă программăпа Кивçурт Енĕшре тата Кив Шуртанта çĕнĕ çулсем сарнă. Республика программипе Хапăс урамĕнче çул тунă. Ку – иртнĕ çултан куçнă ĕç.

– Татса памалли пысăк ĕçсем шутне тата мĕн кĕртнĕ пулăттăр?

– Уйрăм çуртсене шывпа тивĕçтерессине. Поселокра пурăнакансем ку ыйтăва час-часах çĕклеççĕ. Паллах, питĕ кирлĕ ĕç. Çитменнине, Вăрнарта çĕкленекен тасатакан сооруженисен талăкри хăвачĕ 1,8 пин кубла метрпа танлашать. Çывăх вăхăтра Ершепуç, Кÿстÿмĕр, Отиккăвă ялĕсене централизациленĕ шыв çитерессипе проект хатĕрлесшĕн.

– Куратпăр, юлашки çулсенче пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама патшалăх та вăйлах пулăшни сисĕнет...

– Çаплах. 2020 çулта, акă, мĕнпур отрасле аталантарма пысăк укçа-тенкĕ пăхнă. Çакăн валли пирĕн экспертиза витĕр тухнă пахалăхлă проектпа смета документацийĕ тăратмалла.

Çитес çул республика пулăшнипе Вăрнарти 1-мĕш шкула, поселокри «Березка» ача садне, физкультурăпа спорт комплексне юсама пысăк суммăсем пăхнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн халăх пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртессипе çыхăннă Указĕ те пире çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Ун йĕркипе района пĕтĕмпе 42 млн ытларах тенкĕ тивĕçет. Хальлĕхе миçе объекта хăтлăх кĕртессине тĕп-тĕрĕс калама пултараймастăп, ку енĕпе кашни поселени пуçлăхне проектсем хатĕрлеме хушнă.

Çавăн пекех ял поселенийĕсем инициативлă бюджет программипе 32 проекта ĕçе кĕртесшĕн, вĕсене конкурса тăратнă ĕнтĕ.

Çитес çул «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Пăртасра нумай çул кĕтекен ыйтăва пурнăçа кĕртме – çĕнĕ клуб тума – май килĕ. Анчах ку енĕпе хăшпĕр ыйтусем пур-ха. Сăмахран, проектпа смета документацийĕнчи хаксем 2018 çулхисемех, вăл вăхăтранпа НДС ÿсрĕ, çавна май пирĕн ку енĕпе ĕçлемелли пур-ха. Культура объекчĕн ăнăçлă строительствишĕн вырăнти поселени ертÿлĕхĕн те, ял çыннисен те тăрăшмалла.

– Пулăшу, паллах, савăнтарать. Çакă çынсем кунччен пурнăçланă ĕçсемшĕн тав тунинчен те аван курăнать. Çав вăхăтрах вĕсен ыйтусем те пур-ха...

– Ку – чăн пурнăç палли. Çынсем паян аталаннă, тирпейлĕ вырăнта пурăнасшăн. Ман пата вырăнта татса парайман вăл е ку ыйтупа килсех тăраççĕ.

Нумай ыйтăва татса парассине тÿпе хывма тивет. Сăмахран, иртнĕ йышăну кунĕнче вуникĕ ыйтуран вунпĕрĕшĕ Вăрнар хула поселенийĕпе çыхăнчĕ.

Ял-хула поселенийĕсен майĕсем те пĕчĕк. Çавăнпа та пулăшу алли тăсма яланах хатĕр. Юлашки çулсенче ял çыннисем пĕвесене тасатассипе час-часах ыйту çĕклеççĕ. Пирĕн тĕллев – кашни ялтах пушар машинисене шыв тултарма пирссем тăвасси. Сăмах май, инициативлă бюджет программипе ял поселенисем пĕвесене тирпейлессипе ултă проект сĕннĕ.

Ыйтусене татса пама пултарни савăнтарать. Шуркасси Ишекре, сăмахран, клуба юсама тата музыка оборудованийĕ туянма пулăшма май килчĕ. Ку ял çыннисем уншăн иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче чылай тав сăмахĕ каларĕç.

Кайри Тукай клубĕнче ăшă системипе ыйту сиксе тухрĕ. Çĕнĕ çулччен ăна газпа хутса ăшăтмалла тума тĕллев лартнă. Капла культура мероприятийĕсене ирттерме те меллĕ пулĕ.

Çавăн пекех кашни йышăнура тенĕ пек хускатакан ыйтăвăн та ырă вĕçĕ пулчĕ. Çине тăнипех Вăрнарти Илларионов урамĕнчи юпасем çине электричество ламписем вырнаçтарма пултартăмăр.

Халăхпа çыхăнса ĕçленин тухăçĕ пысăк. Çавăнпа та вĕсемпе яланах уççăн калаçма хатĕр.

– Район умĕнче тăракан малашлăх планĕсем мĕнлерех-ши тата?

– Вăрнар районĕ республика сĕмĕнче лайăх кăтартусемпе аталанса пырать. Çапах та малашлăх планĕсем пысăк. Вăрнарти 1-мĕш шкул çумĕнче пристрой çĕклемелле. Поселокра çĕнĕ ача сачĕ тумалла...

– Район çыннисене, «Çĕнтерÿ çулне» вулакансене мĕн суннă пулăттăр?

– Çитес çула, 2020-мĕшне, икĕ паллă, сумлă датăпа – Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнипе – кĕретпĕр. Пирĕн хамăр ума лартнă мĕнпур задачăсене тивĕçлĕн пурнăçламалла.

Район çыннисене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприяти-организаци ĕçченĕсене, депутатсене район аталанăвне кашни кунхи ĕçпе, сĕнÿ-канашпа пысăк тÿпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Çĕнĕ çулта та тăван тăрăх пуласлăхĕшĕн пĕрлешсе, алла-аллăн, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесчĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу тата хастарлăх сунатăп.

– Калаçушăн тав!

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика