Хĕлле гриппа тата ОРВИ-пе чирлекенсен йышĕ ÿсет.
Вирус инфекцийĕсем ерсен ытларах ачасем, аслă ăрурисем аптраççĕ. Чир-чĕр шала кайма та пултарать.
Пĕчĕк ачасен сывлăхĕшĕн инфекцисем хăрушă, мĕншĕн тесен иммун системи кун йышши вируссемпе тĕл пулман. Аслă ăрурисене тата шала кайнă чирсемпе - диабетпа, бронх астмипе, чĕре юн тымарĕсен чирĕсемпе - аптракансене илес пулсан вĕсен иммун системи хавшакрах.
Çавăн пекех пепке кĕтекен хĕрарăмсен, обществăлла транспорт, апатлану, суту-илÿ предприятийĕсен ĕçченĕсен, сывлăх хуралĕнче тăрăшакансен асăрхануллă пулмалла.
Чирсенчен чи лайăх хÿтĕлев - профилактика:
- эпидеми тапхăрĕ пуçланичченех грипран прививка тутармалла,
- харпăр хăй гигиенине пăхăнмалла, алăсене тăтăшах çумалла,
- пÿлĕмсене уçăлтармалла, урай час-часах çумалла, уçă сывлăшра ытларах пулмалла,
- гриппа, ОРВИ-пе чирлекенсем йышлă пулнă тапхăрта обществăлла вырăнсенче çÿрессинчен пăрăнмалла е çынсемпе сахалрах хутшăнмалла,
- сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла: çителĕклĕ çывăрмалла, «сывă» апат-çимĕç çимелле, ÿт-пĕве пиçĕхтермелле,
- обществăлла вырăнсенче сывлав çулĕсене ?сăмсана, çăвара% маскăпа хупламалла,
- С витаминпа пуян продуктсем ?клюква, брусника, лимон...% ытларах çимелле.
Харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшни чир-чĕре сирсе яма пулăшать.
Надежда НИКОЛАЕВА, Вăрнар район тĕп больницин инфекционисчĕ
Февраль 2026 |
