Республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, Ковид-19 чиртен массăллă вакцинацилес ĕç пуçланчĕ. Прививкăна халĕ учительсемпе врачсене, теветкеллĕх ушкăнри çынсене кăна мар, пурне те тăваççĕ.
Анчах та иммунизаци ыйтăвĕ тавра халăхра тĕрлĕ сас-хура çÿрет, социаллă сетьсенче те тем тĕрлĕ калаçу пырать: мĕнле вакцинăпа прививка тутарсан лайăх е прививкăна тутармаллах-и, электронлă сертификатсем мĕн тума кирлĕ тата ытти те. Пурне те хумхантаракан ыйтусене Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Владимирович ИЛЮТКИН хуравлама килĕшрĕ.
– Прививкăна тĕрĕс мĕнле тумалла-ха?
– Вакцинацилениччен тухтăр тĕрĕслевĕ тата калаçăвĕ витĕр тухмалла – анамнеза шута илсе прививка тума вăл ирĕк парĕ. Температурăна виçĕç: вăл 37оС пысăкрах пулсан прививка тумаççĕ. Укол хыççăн та пациентăн 20–30 минут медучрежденирех юлма тивет, врачсем ун аллерги реакцийĕ пулассине асăрхаса тăраççĕ.
Вакцинацие икĕ тапхăрпа тăваççĕ: малтан 1-мĕш компонента яраççĕ, унтан 20 кун иртсен тата тепĕр доза.
– Прививкăна камăн тутарма юрамасть?
– Сывлăх тĕлĕшĕнчен уйрăмлăх пур çынсен вакцинациленмелле мар:
вакцинăн хăшĕ те пулин компоненчĕ патне гиперсисĕмлĕх пулсан;
йывăр аллерги реакцийĕ пуррисен;
вăрах чирсем пулсан, вĕсем çивĕчленсен. Кун пек чухне сывалнă е ремисси хыççăн 2–4 эрнерен çеç прививка тутарма юрать. ОРВИ-пе йывăрах мар чирлесен температура чаксан вакцинаци тăваççĕ;
çире пуррисен тата кăкăр çитерекенсен;
18 çул тултарманнисен;
енчен те пĕрремĕш доза хыççăн йывăрлăхсем пулсан (анафилактика шокĕ, тытамак синдромĕ, температура 40оС иртсен) иккĕмĕш прививкăна тумаççĕ.
/пкен тата пÿрен вăрах чирĕсем, эндокрин çитменлĕхĕсем, юн тытăмĕн йывăр чирĕсем, эпилепси, миокардит, эндокардит, перикардит чухне прививкăна асăрханса тăваççĕ. Вакцинăна усал шыçăпа чирлисем çинче тĕрĕслеме тытăннă.
– Вакцина хыççăн хÿтĕленмелле-и?
– Паллах, хÿтĕленмелле. Чир ерессинчен хÿтĕлекен антителасем пĕрремĕш прививка хыççăн икĕ эрнерен йĕркеленме тытăнаççĕ, чи çÿллĕ шая иккĕмĕш доза хыççăн тепĕр эрнерен, урăхла каласан 28 кунтан, çитеççĕ. Çак тапхăрта харпăр хăйне упрамалла – маска тăхăнмалла, çын нумай çÿрекен вырăнсенчен пăранса иртмелле, контактсене чакармалла.
Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви маскăсене эпидеми чакмасăр та хывма сĕнмест. Вакцинаци хыççăн пĕрремĕш-иккĕмĕш талăкра грипп чухнехи евĕрлĕ симптомсем пулма, инъекци вырăнĕ ыратма, шыçма пултарать. Виçĕ кун укол вырăнне йĕпетме, сауна, мунча кĕме, алкоголь ĕçме, йывăр ĕçлеме юрамасть. Инъекци вырăнĕ хĕрелсен, шыçсан, ыратсан антигистаминлă препаратсем, температура ытлашши хăпарса кайсан парацетамол ĕçмелле.
– Вакцина мĕн чухлĕ тапхăра хÿтĕлет-ха?
– Специалистсем «Спутник V» коронавирус ерессинчен икĕ çул таран хÿтĕлессине палăртаççĕ. «ЭпиВакКорона» вакцина сахалтан та 8 уйăх сыхлать – çакна приматсем çинче тĕрĕслесе пăхнă. Ку вакцинăн та протективлă эффекчĕ ытларах вăхăт та пулма пултарать. Анчах та тĕпчевсем вĕçленмен-ха, çавăнпа та вакцинăсен инструкцийĕсем çинче иккĕшĕнче те «Антителасен хÿтĕлев титрĕсем хальлĕхе паллă мар. Хÿтĕлев тапхăрĕ паллă мар» тесе çырнă.
Хăшпĕр çынсене вакцинаци пачах та илмест, вĕсен антителасем йĕркеленмеççĕ. Анчах та прививка чир ерессине самай чакарать. «Спутник V» (пирĕн çĕршыври маркировки «Гам-КОВИД-Вак») вакцинăн эффективлăхĕ – 96 процент.
– Вăрнарта эсир чи малтан прививка тутарттартăр. Район çыннисене мĕн каланă пулăттăр?
– Чир хăрушлăхне, хаярлăхне çулталăка яхăнхи тапхăрта аван куртăмăр. Шел те, вăл пуçарнипе, ытти чирсене пула организма йывăрлăх кÿнипе пурнăçран уйрăлакансем те йышлă. Çавăнпа та паянхи чи кирлĕ хÿтĕлев – вакцинаци тутарни. Пурне те Ковидран инъекци тума чĕнсе калатăп. Прививкăна тăватă мелпе çырăнма пулать: 122 пĕрлехи номерпе, Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă, Вăрнар район тĕп больницин «вĕри лини» телефонĕпе: 89373908958, терапевт е пĕтĕмĕшле практика врачĕ урлă. Çавăн пекех маскăпа перчеткесем тăхăнма, социаллă дистанцие пăхăнма ан манăр. Хăвăра тата хăвăрăн çывăх çыннăрсене упрăр.
Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.
Ноябрь 2024 |