Ачасемшĕн хăрушлăх кăларнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2021, 14:15 Просмотров: 385

Эрех ĕçсе транспортпа çÿрекенсен çăмăлттайлăхĕ тĕлĕнтерет. Хăйсем пирки шутламаççĕ тейĕпĕр, анчах çывăх çыннисемшĕн мĕншĕн кăшт пăшăрханас мар; Тăван тĕпренчĕкĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăлараççĕ вĕт.

Нумаях пулмасть районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем çул-йĕр тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче çавăн пек явапсăр водителе чарнă. Эрехпе хавасланнă пулин те çуран утас темен вăл, машинăна тапратса тухнă. Çакă кăна та мар – ачисене те пĕрле лартса тухма «ăс» çитернĕ. Вĕсем 7 çултан та кĕçĕнрех пулин те ятарлă хатĕрсемсĕрех, хăрушсăрлăха тивĕçтермесĕр, турттарнă. Чăваш ен ГИБДД информацийĕ тăрăх, водитель тĕлĕшпе административлă материалсем çырнă: РФ КоАП-ĕн 12.8-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе тата 12.23-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе. Айăпа кĕнĕ водителĕн машинине ятарлă стоянкăна вырнаçтарнă.

Ÿсĕр водитель – пуриншĕн те пысăк хăрушлăх. Çавăнпа та çул çинче ун пеккисене асăрхасан ГИБДД сотрудникĕсем тÿрех 102 номерпе шăнкăравлама сĕнеççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика