Çанталăк условийĕсем аграрисене чăрмав кÿреççĕ пулин те вĕсем кашни уяр кунпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне çурхи культурăсене 8021...
Районта тĕслĕх илмелли çемьесем сахал мар. Хăшпĕр мăшăрсем хăйсен ачисене çитĕнтернипе пĕрлех хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене те хăйсен çунатти айĕнче ăшăлăх параççĕ. Çакнашкал çемьесенчен пĕри – Хурăнсур Çармăсри Екатерина Варсонофьевнăпа Анатолий Ефремович...
Кăçалхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕ Вăрнар техникумĕнче 1964–1975 çулсенче вĕреннĕ ветеринари специалисчĕсемшĕн хурлăхлă пулчĕ. Çав кун вĕсене çур ĕмĕр каялла алла скальпель тытма тата выльăхсене тĕрлĕ йышши операци тума вĕрентнĕ Петр...
Кăçал паллă сăвăç, драматург, тăлмач, журналист Петĕр Ялкир (Петр Алексеевич Тихонов) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче кун çути курнă пулин те, унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ Вăрнар тăрăхĕпе тачă çыхăннă...
Çĕнтерÿ кунне пурте кĕтрĕç. Пандемие пула икĕ çул харăс вăл онлайн-форматра иртрĕ. Çавăнпа та кăçал уява кашниех хутшăнма, унра хăйĕн тÿпине туйма тăрăшрĕ Фронтовиксен йышĕ чаксах пырать Аслă Çĕнтерĕвĕн 77-мĕш çулне районти...
Вăрçă паттăрĕсем çĕршыва фашизм тыткăнĕнчен çăлса хăварнă. Мирлĕ тÿпешĕн тăшмансемпе çапăçса чи хаклă пурлăха – пурнăçа – панă. Тыл ĕçченĕсем те иксĕлми хастарлăх, тÿсĕмлĕх кăтартнă, хăйсен сывлăхне шеллемен. Вĕсем умĕнче...
Аçăмçырмисем чăннипех те – чи маттур çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем. Çак ята вĕсем кăçал та «Хăрушсăр урапа» конкурсăн районти тапхăрĕнче çирĕплетнĕ. Пĕтĕмĕшле команда ăмăртăвĕнче яланхиллех вĕсене çитекен пулман. Йăлана кĕнĕ çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн...
Республикăри «Неопалимая купина» конкурса кăçал пĕтĕмпе 520 ĕç тăратнă – пурте район-хула тапхăрĕн çĕнтерÿçисем. Кашни ĕç хăйнеевĕрлĕ пулнине палăртать жюри: вĕсенче авторĕсем пушартан сыхланас ыйтăва çивĕч çутатнă тата вут-çулăм хăрушсăрлăхне...
Уяв умĕн районта Чăваш Республикинчи Тĕп федераллă инспектор Григорий Сергеев граждансене уйрăм тата обществăлла ыйтусемпе йышăннă. Район администрацийĕн информацийĕ тăрăх, тĕлпулура хускатнă ыйтусем пурте, тĕпрен илсен, çуран каçмалли вырăнсем йĕркелессипе...
«Химик-Августăн» çамрăксен икĕ команди Волгоградра иртнĕ «Çĕнтерÿ Кубокне» хутшăннă. Кашни ÿсĕмрех сакăршар команда тупăшнă. «Химик-Август–2007» каччисем хăйсен ушкăнĕнче финала тухассишĕн виçĕ командăпа тĕл пулнă, иккĕшне парăнтарма пултарнă. Анчах та турнир хуçисен...
Район кĕрешÿçисем те Пĕтĕм Раççейри турнирта палăрнă. Вăрнар каччи Никита Львов Пермь хулинче иртнĕ мастерсен турнирĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Ку – пысăк çитĕнÿ. Ăмăрту арçынсем хушшинче пулнă. Маларах вара Шăхасанти тăватă...
Кÿлхĕрринче пурăнакан Александр Кочкин çĕршыв шайĕнчи ăмăртура мала тухнă. Мускав облаçĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 77 çулне халалласа иртнĕ турнирта вăл сулă хăмипе ишессипе 1-мĕш вырăн йышăннă. Александра Кÿлхĕрри кÿллинче куллен ирттерекен тренировкăсем...
Май 2022 |