ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем работников бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйства

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 13.03.2020 17:09 Просмотров: 251

Чӑваш Енри халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Эсир вӑй хуракан отрасльсем пурнӑҫа тивӗҫтерсе тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ сферӑсемпе ҫыхӑннӑ.

Сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗре тата ҫӳллӗ шайри яваплӑхӑра пула республикӑра пурӑнакансен кил-ҫурчӗсене ҫутӑ, шыв тата ӑшӑ вӑхӑтра килсе тӑраҫҫӗ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ производство тата социал­лӑ пурнӑҫ объекчӗсем пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеҫҫӗ, коммуналлӑ инфратытӑм ҫӗнелет, парксемпе скверсенче хӑтлӑх хуҫаланать, картишсен территорийӗсем илемленеҫҫӗ, нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи подъездсенче тирпейлӗ те таса.

Регионти халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пу­рӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсем професси енӗпе чӑн-чӑн ӑстасем пулнине пӗр хутчен кӑна мар ҫирӗплетсе пачӗҫ. Чӑваш Республикин хулисем ӑнсӑртран мар Раҫҫейри халӑх пурӑнакан чи илемлӗ те хӑтлӑ вырӑнсен шутне кӗреҫҫӗ.

«Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проектне пурнӑҫланӑ май Чӑваш Ен тата та илемлӗрех, илӗртӳллӗрех пуласси пирки иккӗленместӗп.

Сире тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан кулленхи ырми-канми ӗҫӗр-шӗн тата профессие чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур ырӑ пуҫарура ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

 тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                           Олег Николаев

Уважаемые работники бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики!

Сердечно поздравляю вас с профессиональным праздником!

Отрасли, в которых вы работаете, относятся к важнейшим сферам жизнеобеспечения.

Благодаря вашему добросовестному труду, ответственному отношению к делу обеспечиваются светом, водой и теплом дома жителей республики, бесперебойно функционируют важные производственные и социальные объекты, модернизируется коммунальная инфраструктура, создается комфорт в парках и скверах, благоустраиваются дворовые территории, содержатся в чистоте подъезды.

Труженики сферы жилищно-коммунального хозяйства и бытового обслуживания региона уже неоднократно доказали, что являются настоящими мастерами своего дела. Не случайно города Чувашской Республики входят в число самых благоустроенных населенных пунктов России.

Уверен, что в рамках реализации национального проекта «Жилье и городская среда» Чувашия станет еще краше и привлекательней.

Выражаю вам глубокую признательность за неустанный, каждодневный, добросовестный труд и верность профессии.

Желаю крепкого здоровья, успехов во всех добрых начинаниях, счастья  и благополучия!

 

Врио Главы

Чувашской Республики                                              Олег Николаев

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ