Вăрнарсем – агроволонтерсен слетĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.06.2022, 10:42 Просмотров: 856

Тăвай районĕнче иртнĕ агроволонтерсен «Лучшие на селе» слетне Вăрнар районĕ те хутшăннă. Унта республикăри районсенче ĕçлесе пурăнакан 1300 ытла çамрăк пуçтарăннă.

Программăна ял çыннисен вăрçăри паттăрлăхне кăтартакан презентаци проекчĕ, ял çамрăкĕсен спартакиади, культура мероприятийĕсем, çавра сĕтелсем, ыркăмăллăх, патриотизм тата ертсе пырас ĕçре пулăшакан мастер-классем кĕнĕ. Пухăннисем уçă тÿпе айĕнче «Несокрушимый» патриотла фильма курнă, пĕрлехи кăвайт умĕнче поход юррисене юрланă.

Вăрнар район команди пур мероприятире те хастар пулнă. Уйрăмах турист полосине тухассипе. Ку енĕпе 5-мĕш вырăн йышăннă. Командăна Владимир Шашкин, Дмитрий Алатырев, Михаил Скворцов, Николай Созонов, Андрей Львов тата Эмилия Концова пĕрлешнĕ.

Район делегацине муниципалитет пуçлăхĕ Андрей Тихонов ертсе пынă.

Çĕршыври кунашкал форматпа иртнĕ пĕрремĕш слет пурин чĕринче те нумайлăха юлĕ.

– Çанталăк çумăрлă тăнине, палăртнă вырăна пылчăк çăрса çитнине пăхмасăр слет чунра çав тери ырă йĕр хăварчĕ. Çакнашкал ăмăртусене чăннипех кăмăллатăп% хастар канăва, туссемпе-пĕлĕшсемпе тĕл пулнине нимĕн те çитмест. Йĕркелÿçĕсене тавах. Тепĕр çулччен! – пĕлтерет, акă, Эмилия Концова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика