Шÿтлеме хăтланнă та...

Категория: Uncategorised Опубликовано: 24.03.2018, 15:03 Просмотров: 270

Мартăн 4-мĕшĕнчи каçхине «112» телефон номерĕ çине хăрушă хыпар килнĕ: Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнчи çурта сирпĕтсе яма хатĕрленеççĕ тесе пĕлтернĕ палламан çын.

Паллах, пулăшу службисем, йĕрке хуралĕн органĕсен ушкăнĕсем тÿрех пĕлтерĕве тĕрĕслеме тухса кайнă.  Çурта тата ун çывăхри территорие тĕплĕн пăхса тухнă – сирпĕтмелли нимле хатĕр те тупăнман. Хыпар суя пулни палăрнă.

Çакăн пек суя пĕлтерÿсем чăннипе шÿт мар, преступлени шутланаççĕ. Çавăнпа та терроризм акчĕ çинчен юриех суйса пĕлтернипе уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви вăхăтĕнче айăплине те тупма май килнĕ. Вăл – Шупашкарта ниçта ĕçлемесĕр пурăнакан 30-ти арçын – пулăшу службин номерĕпе ÿсĕрле шăнкăравланă-мĕн.

Преступленин обществăлла пысăк хăрушлăхне кура следователь айăпланакан арçынна суд ларăвĕчченех ирĕкрен хăтарма ыйтса ходатайствăпа тухнă. Прокурор та ку ходатайствăпа килĕшнĕ, арçынна унччен те пĕрре мар административлă (çав шутра обществăлла йĕркелĕхе пăснăшăн та)  явап  тыттарнине тимлĕхе илме сĕннĕ.

Шупашкарти Мускав район сучĕ следовательпе прокурор позицийĕпе килĕшнĕ, теракт çинчен суйса пĕлтерекене 2 уйăхлăха ирĕксĕр хăварма йышăннă.

Уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ. Ку преступленишĕн 5 çул таран обществăран уйăрма пăхнă.

Чăваш Республикин прокуратурин пресс-служби. 

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика