Çамрăксем пур – ял пурăнать

Категория: Uncategorised Опубликовано: 31.03.2018, 14:57 Просмотров: 245

Вăхăт малаллах шăвать, самантлăха та чарăнса тăмасть. Çыншăн мĕн те пулин тумалли кашни кунах тупăнса тăрать. Ершепуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕшĕн Александр Максимовшăн та ĕç сахал мар. Пуçлăх тивĕçне пурнăçланă май кун каçипе тĕрлĕ ыйту татса парассишĕн чылай тăрăшма тивет. Апла пулин те ывăннине туймасть вăл, мĕншĕн тесен юратнă ĕç хăват парса тăрать.

Ял тăрăхĕнче пурăнакансен хисепĕ пур – 870 кил-хуçалăхра 1539 çын. Кÿстÿмĕр шкулĕнче вара 116 ача пĕлÿ пухать. Шкул çумĕнче садик ĕçлет. Унта виçĕ ялтан 48 ача çÿрет. Вĕсене пур енлĕн аталанма тивĕçлĕ услови туса панă. Çавăнпа та шкул çулне çитменскерсемшĕн садик иккĕмĕш кил вырăнне пулса тăнă.

– Ялсенче çĕнĕ çурт тăвакансем çулсерен тупăнаççĕ. Ку ĕçе кÿлĕнекенсенчен ытларахăшĕ – çамрăк çемьесем. Пĕлтĕр Кÿстÿмĕрте нумай ачаллă çемье валли пÿрт хăпартма пуçларăмăр. Кăçал мăшăрсем унта пурăнма куçасса шанас килет, – терĕ Александр Нестерович.

Ун шучĕпе, яшсемпе хĕрсем тăван кĕтесре тĕпленсен ял та пĕтмест. Кăмăл турăн – ĕçĕ те вырăнтах тупăнать. Акă «Агрохмель» общество аталану çул-йĕрĕпе пырать. А.Фадеев фермер та кăтартусене çултан-çул лайăхлатса пырассишĕн тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерессине мала хурать. Кăçал вăл 100 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ ферма çĕклесшĕн. С.Игнатьев вара сурăхсем ĕрчетессипе ăнăçлă ĕçлет. Ял тăрăхĕн территорийĕнче «Молпродсервис» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕ сĕт пухассипе тата ăна сивĕтсе сутассипе çыхăннă. Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕллевлисем çăмăллăхлă кредит илеççĕ те ял хуçалăх техникине туянаççĕ е выльăх-чĕрлĕх вити тăваççĕ. Тĕрĕссипе, кашни ялтах вăйпитти çынсем ĕне-выльăх усраççĕ. Хăшĕсем виçĕ-тăватă ĕне те тытаççĕ. Сĕте патшалăха сутаççĕ. Çу каçипе выльăх валли апат нумай хатĕрлемелле пулин те, ял çыннисем ĕçрен хăрамаççĕ, хĕл каçарма çителĕклех янтăлаççĕ.

– Мускав тăрăхне е ытти облаçсене ĕçлеме каякансем те пур. Шел пулин те, хăшпĕр чух каялла пушă кĕсьепе таврăнакансем те тупăнаççĕ. Çавăнпа тĕрлĕ вырăнсене çÿресе нуша курнисем çуралнă кĕтесре ĕçлесех пурнăçа сыпăнтарса пырасшăн, – пĕлтерчĕ А.Максимов пуçлăх.

– Çу кунĕсенче ялсенчи урамсенче тасалăх хуçаланнине курма пулать-и; – ыйту патăм ăна.

– Районти ытти ял тăрăхĕсен администрацийĕсем пекех эпир те ялсенчи тасалăхпа тирпейлĕх çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Йăлари каяшсене илсе тухма Вăрнарти «Водоканалпа» килĕшÿ тунă. Çавна май пĕлтĕр сахал мар çÿп-çап илсе тухнă. Кăçал та кил умĕсене тасалăхра тытнине тĕрĕслесех тăрăпăр, кирлĕ мар япаласене çырмана кайса пăрахма ирĕк памăпăр, – калаçăва тăсрĕ Александр Нестерович.

Вăл каланă тăрăх, çăвасене тасалăхра тытас тĕллевпе ял халăхĕпе пĕрле субботниксем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Çимĕк умĕн хăрăк йывăçсене касаççĕ, çÿп-çапа çунтарса яраççĕ. Çавăн пекех Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вăрçă паттăрĕсем ячĕпе лартнă палăксене çĕнĕ тĕс кĕртеççĕ. Пĕлтĕр Отиккăвă, Хураçырма, Кÿстÿмĕр ялĕсенчи палăксене юсанă. Ершепуçра вара çĕннине тума пуçланă. Кăçал ăна май уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçма палăртнă. Паянхи кун ял тăрăхĕнче икĕ вăрçă участникĕ пурăнать.

– Пушар хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта. Отиккăвăра пушар хуралĕн деповĕ пур. Машина кирек хăш вăхăтра та çула тухма хатĕр, мĕншĕн тесен дежурство йĕркеленĕ. 2017 çулта муниципаллă пушар хуралне ял тăрăхĕн бюджечĕн укçи-тенкипе тытса тăнă. Тăкак ÿссе пынă май кăçал ял çыннисенчен те кăштах укçа-тенкĕ пуçтарасшăн. Иртнĕ çулта ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕр пушар та пулмарĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсен çунма пуçланă типĕ курăка кăна сÿнтерме тиврĕ, – каласа парать ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ.

Çамрăксемшĕн пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем çителĕклĕ-и; Çак ыйту та интереслентерчĕ мана. Пуçлăх хурав çийĕнчех пачĕ: условисем туса панă. Хĕл кунĕсенче Кÿстÿмĕр шкулĕн спортзалĕнче волейболла тата баскетболла выляма пултараççĕ. Шкул стадионĕнче йĕлтĕрпе чупма ирĕк. Çулла çамрăксемшĕн кичем мар, вĕсене валли ял тăрăхĕн территорийĕнче икĕ футбол лапамĕ йĕркелесе панă. Клубсенче паллах культура мероприятийĕсем час-часах иртеççĕ. Библиотекăра çĕнĕ литературăпа паллашма пулать. 

Ял тăрăхĕн администрацийĕн кăçал та палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн, ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн куллен ĕçлемелле пулĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика