Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Проект пурнăçа кĕрет

Категория: Uncategorised Опубликовано: 31.03.2018, 14:58 Просмотров: 194

Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн кăçалхи февралĕн 9-мĕшĕнчи хушăвĕпе 2018 – 2019 çулсенче республикăра «Безналичная Чувашия» проекта пурнăçа кĕртмелли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Ку документ кĕрет укçа çаврăнăшне чакарассипе патшалăх политикине тытса пымалли мероприятисене палăртать. Вĕсем республикăра пурăнакансене таварсемшĕн, ĕçшĕн е тивĕçтерÿсемшĕн алăри укçапа мар, куçарса парса тÿлеме хавхалантарас тĕллевлĕ.

Мероприятисен планĕ (урăхла каласан «çул-йĕр картти») потребительсен рынокĕн мĕнпур организацийĕсене, коммерциллĕ тивĕçтерÿсем паракан структурăсене (пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура тата ытти сферăсене) пырса тивет.

Граждансем тÿлевсене куçарасси ÿсни, операцисен уççăнлăхĕ вăрттăн экономикăпа кĕрешме, регионти финанс лару-тăрăвне çирĕп йĕркелесе пыма пулăшасса шанаççĕ. 

Кĕрет укçа çаврăнăшне чакарассипе çыхăннă хăшпĕр ĕçсене республикăра унчченех пуçарнă ĕнтĕ, вĕсем темиçе çул ÿсĕмлĕ пурнăçланаççĕ. Сăмахран, обществăлла транспортра тÿлевсене пĕрлĕхлĕ транспорт карттипе хывмалли системăна ĕçе кĕртнĕ. Бюджет сферинче тимлекенсен ĕç укçине наци тÿлев системин «Мир» картти çине куçарассине те вĕçленĕ теме юрать.

«Безналичная Чувашия» проектшăн яваплă ушкăна республикăра иртнĕ çуллах суйланă. Унта ĕç тăвакан влаç органĕсен, банк секторĕн тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем кĕреççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика