Çураки умĕн сÿтсе явмалли чылай

Категория: Uncategorised Опубликовано: 31.03.2018, 15:00 Просмотров: 278

Çĕр ĕçченĕсем юлашки çулсенче çанталăк кÿнĕ тĕрлĕ йывăрлăхсене тÿсрĕç пулин те 2018 çулхи ял хуçалăх çулталăкне шанăçлă кăмăлпа пуçларĕç. Çурхи кунта ĕçе тăсас мар тесе хуçалăхсенче тимлекенсем хĕлĕпех техникăна юсарĕç, вăрлăх хатĕрлерĕç, минераллă удобренисемпе сĕрмелли-çунтармалли материалсене янтăларĕç.

«Санары» агрофирма паян тесен паян уя тухма хатĕр. Механизаторсем юсавлă техникăна речĕпе лартса тухнă. Нумайăшĕ ĕçе çĕнĕ йышши, хăватлă техникăпа пурнăçлать. Пĕлтĕр кăна-ха кунта «Маниту» телескопла погрузчик епле ĕçленине курса тĕлĕнтĕмĕр. Машинăпа трактор паркĕ вара иртнĕ çул çавăн пекех ытти агрегатсемпе те – косилкăпа, пневматикăллă транспортерпа, шăллă-ункăллă катокпа та пуянланнă.

Агрофирма ертÿлĕхĕ çĕнĕ йышши техника ĕç çăлăнăçĕ пулнине, вăхăта, ресурссене перекетленине аван ăнланать. Ку çуркунне санарпуçсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 334 га акма планланă. Унсăр пуçне хуратул, вика, пăрçа, çуллă çарăк, çĕрулми, çуллă йĕтĕн çитĕнтерме пăхнă.

Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роберт Петров ертсе пыракан коллектив пирки сăмах пуçарни ăнсăртран мар. Виçĕмкун кунта районти агроинженери конференцийĕ пулчĕ. Паркри, хÿтлĕхлĕ складсенчи кăтартуллă ĕçпе отрасль предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем, Чăваш ен ял хуçалăх министерствин, Россельхозцентрăн, апат-çимĕç фончĕн представителĕсем, поселенисен пуçлăхĕсем, ыттисем паллашрĕç.

Теори пайĕнче маларахри çулсенчи йăнăшсене шута илсе кăçал тухăçлăрах ĕçлемеллине палăртрĕç, кашниех хăйсен ĕçĕнче усă курма тивĕçлĕ сĕнÿ илчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов тунă докладран çакă паллă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме минераллă удобрение кирлĕ чухлин 98 процентне кÿрсе тухнă. Анчах та «Юнтапа», «Хорнзор» хуçалăхсенче, «Кольцовка» агрофирмăра, Димитриев, Тарасов, Сергеев, Герасимов, Козлов, Фадеев фермерсен хуçалăхĕсенче ку енĕпе тин килĕшÿсем тăвассипе ĕçлеççĕ.

«Юнтапа», «Кольцовка», «Броневик», «Агрохмель», «Хорнзор», Тарасовпа Козлов фермерсен хуçалăхĕсенче техникăна хатĕрлесе çитермен.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ пулни те ака вăхăтĕнче пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Мураты», «Луч», «Агрохмель» хуçалăхсем, А.Игнатьев, В.Павлов, И.Яковлев, И.Сергеева фермерсен тек пуç ватмалли çук. «Юнтапа», «Хорнзор», «Броневик», «Знамя» ертÿçисен, В.Димитриева, А.Козлов тата М.Максимов фермерсен вара шутламалла-ха.

Районĕпе пĕтĕмĕшле çурхисене 13249,1 га акмалла. Кукуруза 1290, вăл шутра тĕшĕлĕх 800 га, çĕрулми 479,5 га йышăнĕç. Вăрлăх 2976 тонна хывнă. Кĕçнерникун тĕлне ку хисепрен 72 процентне кондицие лартнă. Шел те, хăшпĕр фермер хуçалăхĕсенче ку енĕпе вуçех те ĕçлемен.

Сортсене çĕнетсе пыни, паха вăрлăх – ăнăçлă тухăç никĕсĕ. Районти çĕр ĕçченĕсен çакăн валли таçта аякка та кайма кирлĕ мар. Элита вăрлăх «Санары» агрофирмăра, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра туянма пулать.

Хăрушсăрлăх та тĕп вырăнта. Хуçалăхсенче тимлекенсем халĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. К.Маркс ячĕллĕ, «Броневик», «Янгорчино» «Санары», «Мураты», «Луч», «Хорнзор», «Победа» хуçалăхсенче, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тăрăшакансем туллин сывлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ ĕнтĕ. «Ĕç вырăнĕсенче кашнин яваплăха туймалла», – аса илтернĕ докладчик.

Вăрнар районĕ ял хуçалăх отраслĕнчи чылай кăтартупа малта пырать. Çакна Чăваш ен ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Владимир Васильев та палăртать.

Конференцире çавăн пекех ведомствăсен, дилер компанийĕсен представителĕсем тухса каланă. Гостехнадзорăн Вăрнар районĕнчи инспекци пуçлăхĕ Иван Тимофеев ял хуçалăх техникине тĕрĕслев витĕр кăларассипе яваплăрах пулма ыйтнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.     

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика