Вăрлани-çаратни ытларах

Категория: Uncategorised Опубликовано: 14.04.2018, 16:02 Просмотров: 287

Районта пулакан преступленисен йышĕнче ют пурлăха вăрланисем ялан тенĕ пекех чи нумаййи. Шалти ĕçсен «Вурнарский» пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку уйăх пуçламăшĕнчи кăтартусем те çакнах çирĕплетеççĕ% ытларах çынсен пурлăхне çаратнă, лавккасенчен йăкăртнă тата ытти.

Иртнĕ шăматкун ак поселокри Тракторнăй тăкăрлăкри общежитин пÿлĕмĕнчен хаклă кĕсье телефонĕ çухалнă. Телефонне хуçи зарядка илме чиксе хăварнă пулнă, анчах такам ăна «ураланма» пулăшнă.

Апрелĕн 6-мĕшĕ умĕнхи каçхине вара Пăртасри икĕ çурта вăрттăн тустарнă. Пĕринчен «каçхи хăна» металл валашкапа тирĕк, мăлатук, пластик витре, пăтасем йăтса тухнă. Тепринчен, алăкĕ уçă тăнинчен, болгаркăпа электродрель вăрлама хăтланнă. Анчах киревсĕр ĕçне вĕçне çитереймен – инструментсене кил картинче хăварнă. Преступление тума пултарнă 20-ри çамрăка тÿрех палăртнă йĕрке хуралçисем. Вăл ниçта та ĕçлемест, йĕркелĕхе пăснипе полици сотрудникĕсен тимлĕхне малтан та лекнĕ.

Çавăн пекех поселокри лавккасенчен тавар йăкăртнă тĕслĕхсем те регистрациленнĕ уйăх пуçламăшĕнчи сводкăна. 22-ри çамрăк, ак, Шупашкар районĕнче пурăнаканскер, пысăк суту-илÿ сечĕн Вăрнарти лавккинчен пĕр банка кофе «тÿлевсĕрех» илсе тухнă. Тепĕр 29-ти çамрăка вара эрех ĕçес килни саккуна пăсма хĕтĕртнĕ. Зеленăй тăкăрлăкри лавккари сентре çинчен вăл ирĕклĕнех пĕр кĕленче çаклатса кайнă. 

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче К.Маркс урамĕнчи çуртран ача-пăча велосипечĕ çухални çинчен пĕлтернĕ. Хуçисем ăна пĕрремĕш хутри пусма тăваткалĕнче тăратса хăварнă та, тухсан шыраса тупайман.

Полицин «Вурнарский» пайĕн информацийĕ тăрăх, алкогольлĕ шĕвексен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă киревсĕр ĕçсене те шута илнĕ. Иккĕшĕ – Мăн Хирлепре тата Чăрăшкас Хирлепре тупса палăртнă тĕслĕхсемпе. Вĕсенче 50-ри тата 53-ри хĕрарăмсем килте хатĕрленĕ спиртлă шĕвексене сутни пулнă.

Çул çинчи лару-тăрăва илес-тĕк, иртнĕ эрнере Вăрнарта çăмăл машинăпа трактор хутшăннипе инкек пулнă. 31-ри арçын тытса пынă «Рено Логан» Луговая урамри çул тăваткалĕнче, хăваласа иртсе кайма хатĕрленнĕскер, çула май пынă тракторпа «çапăннă». Çăмăл машинăн пассажирĕсен сывлăхĕсем сиенленнĕ, вĕсене амбулатори сиплевĕ палăртнă.

Март вĕçĕнче çавăн пекех «Вăрнар – Упи – Красноармейски» çул çинче те икĕ транспорт хатĕрĕ аварие лекнĕ тĕслĕх çырăннă. Канаш районĕнче пурăнакан çамрăк, ВАЗ-21144-па Вăрнартан Канаш еннелле кайнăскер, хирĕç çул çине тухнă, çавна май ВАЗ-21093 машинăпа сĕртĕнсе иртнĕ. Юрать, водительсемпе пассажирсем хытах шар курман.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика