Çĕнĕ министр – Вăрнар хаçатçисем патĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2018, 14:41 Просмотров: 360

Ĕнер Вăрнар районĕнче ĕçлĕ çÿревпе пулнă май, Чăваш ен цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов район пуçлăхĕпе Геннадий Спиридоновпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа пĕрле «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ.

Михаил Анисимов Вăрнар хаçатçисене тăрăшуллă, кăтартуллă ĕçшĕн тав турĕ, «Çĕнтерÿ çулĕ» республикăри чи лайăх аталаннă хаçатсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Вăл коллектива отрасльти çĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартрĕ. Тĕп редактор Вячеслав Николаев «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат малашлăхĕн çул-йĕрĕсене, ĕмĕт-тĕллевĕсене палăртрĕ.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика