Метеосисĕмлĕх: хамăра мĕнле пулăшмалла?

Категория: Uncategorised Опубликовано: 17.11.2018, 08:53 Просмотров: 281

Эпир пурте çутçанталăкпа тачă çыхăннă. Хăшĕ çак çыхăнăва туять, хăшĕ вара çук. Анчах та метеосисĕмлĕ çынсем çĕр çинче ытларах.

Гиппократ типĕ вăхăтсем, çумăрлипе танлаштарсан, çыншăн лайăхрах тата хăрушсăртарах тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Чăнах та, япăх çанталăкра çын та хăйне япăх туять.

Этемĕн нерв тытăмĕ çанталăкăн пĕчĕк улшăнăвне те çивĕч туять: хĕвел кăмăла çĕклет, çумăр, çăрăлчăк вара депрессие пуçарма пултараççĕ. Уйрăмах метеосисĕмлĕх вăрах чирпе аптăраканра ытларах палăрать.

Метеосисĕмлĕхĕн пилĕк тĕсне палăртаççĕ. Чĕре типĕ. Кунашкаллисен чĕре ыратма пуçлать, вăл хăвăртрах тапать, сывлăш çитмест, чĕре ритмĕ пăсăлать, сывлав тăтăшлăхĕ ÿсет.

Астенипе (халсăрлăх) нерв типĕ нерв проблемисем пур çынсенче палăрать. Çын хăвăрт ывăнать, вăй, ĕçлеслĕх чакать, пĕтĕмпех тарăхтарать, депресси пуçланать, юн пусăмĕ вылять.

Церебраллă (пуç мими) типĕ. Пуç мимин ĕçлевлĕхĕнче пĕчĕк çитменлĕх пулсан та е юн тымарĕн тонусĕ вылясан пуç хытă ыратма тытăнать, пуç çаврăнать, хăлха янăрать, куçа çăлтăрсем курăнаççĕ.

Хутăш тип – нерв тата чĕре-тымар тытăмĕнчи улшăнусем пĕрлешсе çынна аптăратаççĕ, чĕре хытăрах тапма тытăнать, çын вĕчĕрхенет, ывăнать, сывлăш çитмест, ĕçлевлĕх чакать.

Палăртман типăн енĕсем çаксем: çын вăйсăрланать, хăйне йăлт çапса аркатнăн туять, сыпăсем тата мышцăсем сураççĕ.

Метеосисĕмлĕхрен мĕнле хăтăлмалла-ха? Çутçанталăк сывлăх çине витĕм кÿме пултаракан çынсен пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Ыйхăна йĕркене кĕртмелле. Пĕр вăхăтра çывăрма выртни тата тăни пĕлтерĕшлĕ. Çывăрас умĕн хура кофе, чей, энергетиксем ĕçни сиенлĕ.

Апатланăва тимлĕх уйăрмалла. Магнит тăвăлĕ чухне çуллă тата тăварлă-пăрăçлă çимĕçрен пăрăнмалла. Çак кунсенче хырăмлăх йÿçеклĕхĕ чакать. Калий пур çимĕç ытларах çимелле: банан, курага, иçĕм. Сахăр тата аш-какай – сахалрах.

Уçă сывлăшра çÿрени, спорт, ÿт-пĕве пиçĕхтерни иммун тытăмне çирĕплетет. Эфир çăвĕсемпе ингаляци туни, курăк чейĕсем ĕçни пĕлтерĕшлĕ.

Вăл е ку çанталăка кура сывлăх япăхланать-тăк, реакцие мĕн пуçарнине пĕлме тухтăр патне каймалла.

А.БУРЛАКОВА,

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врачĕ.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика