Парнеле пире йăл кулă

Категория: Uncategorised Опубликовано: 17.11.2018, 08:55 Просмотров: 241

Хĕвел пайăркисем куçа йăмăхтарнăран вăранса кайрăм. Анне манпа юнашар ларать. Унăн куçĕсем шывланнă. Хăй пĕрех ман çине ăшшăн пăхать.

– Эсĕ, анне, пĕрре те куç хупмарăн-и вара? Çурçĕр çитеспе те кунтахчĕ.

– Пĕчĕк хĕрĕмçĕм, эсĕ чирлĕ чухне епле-ха ыйха путăп эпĕ. Акă кăштах самайланма пуçларăн та хĕпĕртесе кайрăм, – тет анне куççульне шăла-шăла типĕтнĕ май. Тепĕр самантран унăн сăн-пичĕ ăшă кулăпа йăлтăр çуталчĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ – хапха алăккине хыттăн шаккама пуçларĕç. Хĕрарăм ĕсĕклесе макăрни илтĕнсе кайрĕ. Анне кил хушшине вирхĕнсе тухрĕ. Такам чирленĕ пулмалла тесе шутларăм эпĕ. Йăнăшман иккен. Анне пÿрте чупса кĕчĕ те диктор пек хыпаланса калаçрĕ:

– Ĕне сунă, сĕт вĕретнĕ, пăтă пĕçернĕ. Аçу ĕçре. Эсĕ асли вырăнĕнче. Çывăрса тăрсан кĕçĕннисене апат çитерме ан ман. Ман чирлĕ ача патне васкавлăн çитмелле.

Куçа сехет еннелле ывăтатăп. Ултă сехет çитеймен-ха. Эпĕ ун чухне 10 çулти хĕрачаччĕ. Аннене çав тери хĕрхенсе кайрăм. Ялти фельдшерăн йывăр ĕçне ачаранпах куçкĕски çинчи пек курса тăнă. Ирхи шуçăмла, сĕм çĕрле, йĕпе-сапара, çил-тăманлă çанталăкра, канмалли кунсенче сывă мар çын патне васкамалла. Хăшне-пĕрне иккĕмĕш пурнăç та парнелеме тивет.

Тепĕр чухне пăтăрмахлă лару-тăру сиксе тухасси те пулать. Пĕррехинче хĕлле кĕтмен-çĕртен çил-тăман хытах алхасать. Тăван тавралăх юр витсе тăракан тусене асилтерет. Аннене ватă çын патне чĕнеççĕ. Мăньял Хапăс ялĕ пысăк. Анне юр тăрăх ишсе аран-аран пациент патне çитет.

– Полина Павловна, каçарăр мана. Килместĕн пулĕ тесе сан пирки çÿлтисене пĕлтертĕм, жалоба патăм. Каçар мана тепĕр хут.

Лайăх çын çилли катан пир типиччен çаврăнать теççĕ. Анне май пур таран ватăпа вашават пулать. Ăна сывлăхĕ самайланичченех виçĕ сехет ытла пăхса-асăрхаса тăрать. Медицина этикин тĕп правили – «сиен ан ту». Çакна ман анне – Полина Павловна Тикинева – 44 çул ытла тĕпе хурса тимлет, çав шутран ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче 40 çул тăрăшнă. Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле врач практикин Мăньял Хапăсри уйрăмĕнче медсестра ĕçне пурнăçлать.

Вăл Вăрманкас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕнчен, аппăшĕсенчен ырă тĕслĕх илнĕ, пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ. Ялти шкулта ăс пухнă хыççăн Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. Диплом илсен çамрăк специалист тăван тăрăхри медпункта ĕçе вырнаçать. Вăрманкас хĕрне Мăньял Хапăсри сатур каччă Коля Тикинев куç хывать. 1975 çулта çамрăксем пĕр çемье чăмăртаççĕ. 7 ачана кун çути парнелеççĕ.

Мĕншĕн пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр мар-ши? Шăллăма Эдика салтак атти тăхăнма пÿрмерĕ, унăн пурнăçĕ 12 çулта чухне сарăмсăр татăлчĕ. Çак синкерлĕ тапхăрта   37 çулти аннен çÿçĕ сасартăк хăвăрт кăвакарса кайрĕ, питĕнче пĕркеленчĕксем нумайланчĕç. Анне улшăннине курсан ман чĕре кăвар пек пĕçеретчĕ, кăшкăрса ярас килетчĕ, анчах сассăм тухмастчĕ. Пĕр вăхăтра анне чун хавалне çухатнă çынччĕ. Анчах та пурнăç хавасне тупма пултарчĕ. Аттепе пĕрле ултă              ачине – пилĕк хĕрпе пĕр ывăлне – аслă пĕлÿ илме пулăшрĕ.

Аннешĕн 9 мăнукĕ – чун йăпатмăшĕ. Шăпăрлансем чирлесен çурçĕр варринче те такси тытса вĕсем патне çитме тăрăшать. Мускав облаçĕнче пурăнакан хĕрĕн çемйине те тимлĕхсĕр хăвармасть.

– Пирĕн анне епле маттур вăл, – тет кĕрÿшĕ Андрей Игорев. – Эпĕ врач, анчах та хăш-пĕр ыйтупа аннепе канашламалли çав-çавах тупăнать.

Тăван яла час-часах çÿрейместĕп, çавăнпа ĕçрен пушансанах çывăх çыннăмпа телефонпа калаçма тăрăшатăп. Аннен савăнăçлă сассине илтсен пĕчĕк ача пек хĕпĕртетĕп. Хаклă çыннăмăртан ахах-мерчен те, ылтăн-кĕмĕл те кирлĕ мар. Унăн йăл кулли пирĕншĕн, ачисемшĕн, чăн парне.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика