Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Документсен управлăхĕ çирĕп

Категория: Uncategorised Опубликовано: 02.02.2019, 09:04 Просмотров: 207

Район администрацийĕн архив пайĕ документсен учетне тата управлăхне тивĕçтерессипе çулсерен пысăк ĕç тăвать. Иртнĕ çулхи ĕçсем пирки сектор пуçлăхĕ Лилия Тихонова каласа кăтартрĕ.

Лилия Витальевна пĕлтернĕ тăрăх, архив фондне комплектлас çăлкуçсен йышне 68 организаци кĕрет. 67-че паспортизаци ирттернĕ. Комплектаци списокне район администрацийĕн мĕнпур пайне, ял-хула поселенийĕсене, организацисемпе ял хуçалăх предприятийĕсене кĕртнĕ. Федераллă учрежденисемпе тата ял хуçалăх предприятийĕсемпе, Калинино райповĕпе ĕçе килĕшÿ никĕсĕ çинче йĕркеленĕ.

Пĕлтĕр унчченхи «Искра» хуçалăхăн уйрăм составĕ тĕлĕшпе 1940–2007 çулсенчи картонланă 497 управ единицине архив фондне йышăннă. Çавăн пекех райархиври 53 управ единицине тата район радиовещанийĕн 1992–2002 çулсенчи тăватă ĕçне вĕçленĕ. Кăçал ку ĕç планĕ виçĕ хута яхăн пысăкрах. Уйрăм çынсем тĕлĕшпе учрежденисемпе организацисенче пĕтĕмпе 10827 ĕç упранать: патшалăх учрежденийĕсенче – 6623, патшалăхăн мар организацисенче 4204 управ единици. Пĕлтĕр çавăн пекех Çавалкас, Малти Ишек, Мăн Явăш, Кĕçĕн Кипек, Кульцав, Хирпуç, Шĕнер Ишек ял поселенийĕсен, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн, архив секторĕн, ĕçлев центрĕн палăртнă çулсенчи архив докуменчĕсене йĕркене кĕртнĕ.

Муниципаллă архива комплектлакан çăлкуçсене – организацисен списокне тĕрĕслесе палăртассипе, архив докуменчĕсене йĕркене кĕртессипе кăçал та тĕллевлĕн ĕçлеме тĕв тытнă.

Иртнĕ çул тематикăллă ултă тĕрĕслев ирттернĕ: район архивĕнче тата пилĕк ял поселенийĕсенче. Вĕсем тăрăх райархива управа пама документсене епле хатĕрлемеллине ăнлантарнă.

Юлашки çулсенче архив граждансене социаллă право сĕмĕллĕ ыйтусемпе нумай пулăшать. Пĕлтĕр, акă, предприяти-организацисене реорганизацилени, пĕтерни пирки 79 запрос пулнă, вĕсене пурне те майлă татса панă, вăл шутран вунпĕрĕшне – дистанцилле мелпе. Пĕтĕмпе вара архива 1433 ыйтупа килнĕ, пурне те пăхса тухнă, 1096-шне майлă тивĕçтернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика