Пĕрле – çур ĕмĕр

Категория: Uncategorised Опубликовано: 02.03.2019, 09:35 Просмотров: 336

Савнипе мăшăрланса çур ĕмĕр çемьеллĕ пурăнса ирттернине сиссе те юлаймарăм. Çакă, ман шутпа, мăшăрпа пĕр шухăшлă пулни, пĕр сукмакпа малалла тĕллевлĕн утни пулăшрĕ пек туйăнать.

– Мăшăра эпĕ Надя, Надюша тетĕп, вăл мана час-часах Иванов тесе чĕнет. Унпа эпĕ васкаса пĕрлешмен: паллашнă хыççăн çулталăка яхăн юлташлă, туслă пулнă, унăн кăмăлĕ, ăс-тăнĕ, хăйне чипер тытни мана килĕшнĕ. Ашшĕпе амăшĕн пархатарлă пурнăçĕ те ман ĕмĕте çирĕплетнĕ. Хамăн ĕç ытла та канăçсăр пулнă пирки унпа сайра-хутра çеç курнăçма май килетчĕ. Ун чухне эпĕ вăтăр пĕрререччĕ, Надя – çирĕм пĕррере. Электромеханика техникумне пĕтернĕскер, «Электроприбор» заводра ĕçлетчĕ, çав вăхăтрах аслă пĕлÿллĕ пулас ĕмĕтпе заочно вĕренетчĕ. Паллашнă хыççăн тăватă уйăхран, çуллахи ăшă каç, именкелесе, эпĕ ăна ĕмĕрлĕх юратнине, хамăн шухăша-ĕмĕте пĕлтерме хăюлăх çитертĕм. Надя нимĕн евитлеме те хăяймарĕ, именнĕ куçĕсемпе ман çине ăшшăн-ăшшăн пăхса илчĕ.

Çав çулах, кĕркунне, канмалли куна Надя Çĕньял Нурăса ашшĕ-амăшĕ патне кайнăччĕ. Çак самантпа усă курса эпĕ, Илья пиччепе унăн мăшăрĕ Анна, чăваш йăлине пăхăнса, хĕр çураçма кайрăмăр. Çураçма пырасси пирки никама та асăрхаттарман, кĕтмен хăнасем пулса тăтăмăр. Çапах та хăваласа ямарĕç, сĕтел хушшине чĕнчĕç. Мĕнле шухăшпа килнине пĕлтерсен кÿршĕри аслашшĕпе асламăшне чĕнчĕç. Пурте мана тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, ман пирки нумайрах пĕлме тăрăшрĕç, Надьăн шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕç. Калаçу кăлтăксăр иртмерĕ. «Эпĕ качча кайма хатĕр мар-ха», – тесе хучĕ Надя. Эпĕ ăна çине тăрсах ÿкĕтлени чĕри патне çитрĕ пулмалла – вăл шăппăн ларни пирĕншĕн килĕшнине пĕлтерчĕ. Юлашкинчен пур ыйтупа та килĕшсе татăлтăмăр, туй кунне те палăртса хутăмăр. Çапла, çур ĕмĕр пĕрне-пĕри юратсах пурăнатпăр, малашне те çапла пурăнасчĕ, сывлăх çеç пултăрччĕ.

Туй хыççăн хам пурăнакан пĕчĕк пÿлĕме Надьăна пĕрремĕш хут илсе пытăм. Пĕр коридорта пилĕк çамрăк çемье пурăнаттăмăр. Кухня пĕрре кăна пирки унта кашни кун пускилсемпе темиçе хут тĕл пулаттăмăр, туслă пурăнаттăмăр. Пускилсем – Крыловсем, Порфирьевсем, Тимофеевсем – халь те асăмра. Ачаллă-пăчаллă пулсан патшалăх хваттерĕсене саланса кайрăмăр.

Ирĕклĕ вăхăтра та арăм ĕçсĕр аптраса лармасть, телевизор умĕнче те аллисем мĕн те пулин тăваççĕ – çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, тем те пĕр ăсталаççĕ. Манран ăстарах вăл. Кĕнеке, хаçат-журнал вулама та ĕлкĕрет, тавракурăмĕ анлă. Чăннипех ылтăн ман мăшăрăм Надюша. Ывăничченех ĕçлеттересшĕн мар вăл мана, вăхăтра хĕрхенме пĕлет, пулăшма тăрăшать, апат çиме сĕтел хушшине чĕнет, çине тăрсах канма сĕнет.

Мухтавлă мăшăрсем эпир кăна мар, таçта та нумай тĕл пулаççĕ. Акă, Уйкас Кипекри – тăван ялти – Галинăпа Валерий Ананьевсем, Нинăпа Анатолий Семеновсем, Екатеринăпа Николай Егоровсем, Алинăпа Юрий Ананьевсем, Çĕньял Нурăсри Антонинăпа Вениамин Егоровсем, Татьянăпа Лев Ефимовсем, Риммăпа Владимир Семеновсем. Пархатарлă ĕçшĕн, пур енчен те кăтартуллă пулнăшăн ял-йыш вĕсене хисеплет.

Паллах, кашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть. Ку харкашса вăрçни-çапăçни мар. Пурнăçри лару-тăрăва сÿтсе явнă чух та кашни хăйĕн шухăшĕ тĕрĕс тесе шутлать, тавлашу çуралать.

Анчах мăшăрсем хушшинче суйни-улталани, усал ĕç туни питĕ киревсĕр. Мăшăрланиччен хĕрпе каччă хăйсен шухăш-кăмăлне тĕплĕнрех пĕлни аван. Çакă, паллах, çырăниччен пĕрле пурăнмаллине пĕлтермест, характер пĕр евĕрлĕ пулмарĕç темелле ан пултăр кайран. Пĕрне-пĕри тĕрĕс ăнланнине, каçарма пĕлнине нимĕн те çитмест.

Каçарсамăр вĕрентнĕшĕн, хамăра мухтанăшăн.

Эпир – ĕç ветеранĕсем. Ĕçре палăрнăшăн патшалăх наградисем те пур. Эпĕ – Уйкас Кипекрен, мăшăр – Çĕньял Нурăсран. Эпĕ – сакăрвун пĕррере, арăм – çитмĕл пĕррере. Чăвашсен тĕп хулинче пурăнатпăр. Телейлĕ пулăр!

Вениамин ИВАНОВ,

Çĕньял Нурăс кĕрÿшĕ.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика