Вĕренÿ валли аван

Категория: Uncategorised Опубликовано: 23.03.2019, 08:51 Просмотров: 278

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче О.И.Печников, М.Н.Печникова, Н.А.Краснова, Е.А.Мулюкова 8-мĕш классем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» тата А.В.Блинов, А.В.Егорова, Л.П.Николаева 3-мĕш классем валли çырнă «Кала-ха. Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнекисем пичетленсе тухрĕç.

Пĕрремĕшĕ – хушса çĕнетнĕ кăларăм. Вăл И.А.Андреевпа Р.И.Гурьевăн «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ пособийĕсене малалла тăсать. «Тăван шкул», «Чăваш халăх йăли-йĕрки», «Чăвашран тухнă паллă çынсем» тата ытти интереслĕ темăсемпе паллашнă май вĕренекенсем чăваш чĕлхин грамматикине шĕкĕлчĕç, пĕлĕве çирĕплетме тĕрлĕ хăнăхтарусем пурнăçлĕç. Кĕнеке вĕçĕнче чăвашла-вырăсла словарь пур.

А.В.Блиновăн «Кала-ха. Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнеки кĕçĕн классенче чăваш чĕлхине вĕрентекен альтернативлă кăларăм шутланать. Унччен шкулсенче Г.В.Абрамовăн «Чăваш чĕлхи» е В.И.Игнатьевăн, Н.Н.Черновăн, Л.В.Николаевăн «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ пособийĕсемпе усă курнă. «Кала-ха» вĕренÿ кĕнеки ÿкерчĕксемпе пуян – вĕсемпе усă курса ачасен ыйтусене тĕрĕс хуравламалла, калав е диалог йĕркелемелле, предложенисене вĕçлемелле тата ытти те. Вăл вĕренекенсене чăвашла тĕрĕс калаçма, чăвашла калаçнине ăнланма хăнăхтарать. Кĕнеке вĕçĕнче чăвашла-вырăсла словарь пур.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика