Шанчăклă тĕрек

Категория: Uncategorised Опубликовано: 30.03.2019, 10:04 Просмотров: 249

Пĕрремĕш класа 1953 çулхи кĕркунне çÿреме тытăнтăм. Кĕçĕн çулхисен класĕсем Пăртасри тĕп шкултан аяккарахри çуртра вырнаçнăччĕ. Çав вăхăтрах аслапай килĕ инçех мар пулни маншăн лайăхчĕ. Уроксем хыççăн тÿрех унта чупаттăм. Аттен йăмăкĕ – Кĕтерне акка – уроксем тума пулăшатчĕ, Татьян акка вара тутлă апат-çимĕçпе сăйлатчĕ. Хыççăн тĕрлĕ вăйăсем выляттăмăр. Ытларах чухне аслапайсем патĕнче çывăраттăм. Тĕрĕссипе, мана кунта килтинчен те ытларах килĕшетчĕ.

Эпĕ тăваттăмĕш класа çÿреттĕм. Кĕркунне аслапайсем патне хăнасем çитрĕç – арçынпа хĕрарăм тата çамрăк каччă. Вĕсем калаçнинчен çакна ăнлантăм: хăнасем Волонтер ялĕнчен иккен, Кĕтерне аккана çураçас тĕллевпе килнĕ-мĕн. Аслапайпа пулас тăхлачăн хăйсен калаçăвĕ тĕвĕленчĕ. Эпĕ те каччăн ашшĕ çумне çыпçăнтăм, шкулта лĕпĕш ÿкерме вĕреннипе мухтанма пуçларăм. Кĕçех пĕрле ÿкерчĕксемпе аппаланма тытăнтăмăр. «Мана Иван Кондратьевич тесе чĕнеççĕ», – паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе. Кĕçех пурте пĕр чĕлхе тупрĕç, чÿк уйăхĕнче туй ирттерме килĕшсе татăлчĕç.

Кĕтерне аккан туйĕ, çураçнă пекех, хĕл ларсан кĕрлерĕ. Волонтертан йышлă лавсемпе килсе çитнĕ маттур çамрăксемпе туй арăмĕсем уява шавлăн ирттерчĕç. Тăвансем çамрăксене пил парсан, мана, арча çинче лараканскерне, йысна укçа тыттарчĕ те юратнă аккана пÿртрен йăтса тухса кайрĕ.

Тепĕр çулне, авăн уйăхĕнче, Кĕтерне акка ывăл çуратни çинчен пĕлтерчĕç, Саша ят хунă терĕç. Сăмах май, Саша халĕ Кÿкеçре пурăнать, тахçанах асатте-кукаçи ятне те илтрĕ. 1959 çулхи çуркунне çемьене Римма ятлă хĕрпĕрчи килчĕ. Ун чухне Кĕтерне аккапа йысна уйрăлса тухса хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçланăччĕ. 1962 çулăн пĕр-ремĕш кунне çемье виççĕмĕш ачапа – Ваня ывăлпа пуянланчĕ.

Инкек куçа курăнса килмест тесе ваттисем тĕрĕсех каланă: Кĕтерне аккана йывăр чир çапса хуçрĕ. 1963 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупни çинчен пĕлтерчĕç, улттăри Саша, тăваттăри Римма тата сăпкара выртакан Ваня амăшĕсĕр тăрса юлчĕç. Волонтера çитсен Сашăпа Риммăна вăрмана çавăтса кайрăм та çеçпĕл чечекĕсем пуçтарса çыхă турăмăр. Пÿртрен тупăк илсе тухнă чухне сăпкари Ваня шари кăшкăрса макăрса юлнине, Сашăпа Римма тупăкран тытса мĕскĕннĕн утнине курса Кĕтерне аккана юлашки çула ăсатма килнĕ халăх куççулĕсене чарайманнине ĕнерхи пекех астăватăп.

Кĕрĕве пĕчĕк ачапа йывăр пулать тесе, Ваньăна кукамăшĕ патне Пăртаса илсе килчĕç. Эрне те иртмерĕ, пĕр кунхине Сашăпа Римма ашшĕне систермесĕр хăйсем тĕллĕн пилĕк çухрăм утса кукамăшĕн алăкне шаккарĕç. Çавăнтан вара вĕсен каялла каясси пулмарĕ. Йысна ачасене шыраса килсен те вĕсене вăхăтлăх тесе утмăл пиллĕкри кукамăшĕ патĕнчех хăварма çураçрĕç. Çавăн чухне Кĕтерне аккан тăван аппăшĕ – Татьян акка умне икĕ çул тухса тăнă: çамрăкскерĕн е хăйĕн кун-çулĕ çинчен шухăшламалла, е пурнăçне çурма тăлăха юлнă ачасен пуласлăхне халалламалла. Вăл иккĕмĕш çулне суйласа илчĕ. Çапла вара качча кайман хĕр виçĕ ача амăшĕ пулса тăчĕ.

Çулталăкран йысна кÿршĕ районти Карай ялĕнчен Роза ятлă ырă кăмăллă, илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăма илсе килчĕ. Палăртмалла, Роза хăйне питĕ тĕрĕс тытрĕ, ачасене хăйĕнчен пистермерĕ, Пăртаса килсех тăратчĕ, Кĕтерне аккан тăванĕсене те хисеплетчĕ. Манăн туя та вăл туй арăмĕн тумĕпе пынăччĕ.

Пĕчĕккисен кăмăлне тата шкула кайма вăхăт çитсе пынине шута илсе, вĕсене ÿстерме укçа-тенкĕпе пулăшма пулса, йыснапа Роза ачасене кукамăшĕпе Татьян акка хÿттинчех хăварма килĕшрĕç.

Йыснапа Розăн та виçĕ ача çуралчĕ. Аслă ывăлĕ Андриян халĕ Домодедово аэропортĕнче инженерта ĕçлет. Хĕрĕсем, Надьăпа Марина, Томск облаçĕнче пурăнаççĕ: пĕри – экономист, тепри – бухгалтер. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенче пуçланнă ахăрсамана вăхăтĕнче ĕç çуккипе пурнăç хĕсĕнсех çитсен вĕсем Римма шăллĕне – Ваньăна çемйипех совхоза чĕнсе илчĕç, ура çине тăма пулăшрĕç. Ваня Томск тăрăхĕнче ĕçлесе илнĕ укçапа яла таврăнса пÿрт-çурт çавăрчĕ.

Вĕсем пурте пĕр амăшĕнчен мар пулин те питĕ туслă пурăнаççĕ. Шел, Розăн шăпи синкерлĕ пулчĕ. Пĕр çулхине Пăртасран Волонтера чукун çул хĕррипе кайма тухсан, ăна поезд çапнă. Çĕмĕрле хулине илсе çитерсен больницăра вилнĕ. Тухтăрсем каланă тăрăх, вилес умĕн вăл пĕрехмай: «Римма!» – тесе кăшкăрнă-мĕн.

1976 çулта Риммăпа ялти Славик каччă çемье чăмăртарĕç, виçĕ ывăл çуратрĕç. Шел, пурнăç урапи тикĕс каймарĕ, малалла уйрăммăн пурăнма тиврĕ. Чăн та, ывăлĕсем амăшĕ хирĕç маррипе ашшĕн тăванĕсемпе çыхăну татмарĕç. Çав виçĕ ывăл амăшне çичĕ мăнук парнеленĕ, саккăрмĕшĕ çут тĕнчене килме хатĕрленет.

Пурăннă май Риммăн пурнăç çулĕ çинче Юрка Афанасьев каччă тĕл пулчĕ. Тата икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса Юрккăпа Римма ултă ачана ура çине тăратрĕç. Халĕ ачисем кашни хăйне май ăста. Акă, Олег Тулăра вахта меслечĕпе ĕçлет, строительсен бригадине ертсе пырать. Алеша Вăрнарти техникума тата Шупашкарти ял хуçалăх академине пĕтерсе ăсталăхне тĕп хулари аш-какай комбинатĕнче туптарĕ, халĕ Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче цех мастерĕнче тимлет. Саша – водитель, Катя – Росгосстрахăн Вăрнарти уйрăмĕн страхлакан агенчĕ, Таня – «Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕнче. Коля Мускавра çурт-йĕр тăррисене çĕнетсе юсакан фирмăра тăрăшать, унăн ăста алли Кремльти çурт тăррисене юсанă çĕрте те йĕр хăварнă.

Риммăн хальлĕхе 12 мăнук, тăватă кинпе икĕ кĕрÿ. Кинĕсемпе кĕрÿшĕсем те ăна иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хураççĕ, сума суса хисеплеççĕ. Римма Николаевна ачисемшĕн кăна мар, тăванĕсемшĕн те шанчăклă тĕрек. Ялта та вăл ырă ятра. Ачаран ĕçре пиçĕхсе ÿснĕрен мăнукĕсене те ĕçе юратма вĕрентет. Римма Мичурин ячĕллĕ колхозра 28 çул дояркăра тăрăшрĕ, çичĕ çул вăрман хуçалĕхĕнче арçынсемпе тан вăй хучĕ, икĕ çул çĕвĕ фабрикинче тимлерĕ.

Амăшĕ вăхăтсăр вилнĕ пирки телейсĕр пуçланнă пурнăç ăна хуçаймарĕ. Кукамăшĕн пилĕпе, хреснамăшĕ тăрăшнипе ура çине çирĕп тăма пултарчĕ. Халĕ Римма Николаевна Афанасьева питĕ телейлĕ: çывăх тăракан вунпĕр çемьери утмăл ултă çын ялти тус-юлташĕсемпе пĕрле унăн сумлă юбилейне чыслăн паллă тăваççĕ.

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика