Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра «Пăртас çулĕ арканать...» (№ 30), «Ыйтусем татах пур» (№31) материалсем тата «Карьера хупмалла мар тесе йышăнтăмăр» (№38) хурав пирки хамăн шухăша каламасăр хăварма пултараймастăп.
2017 çулхи кĕркунне Пăртас ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Петров ыйтнипе эпир, депутатсем, хăйăр карьерне «Элегант» тулли мар яваплă обществăна 5 çуллăха арендăна парас тĕллевпе Пăртас ялĕнчен 700 метрта, кăнтăр-хĕвеланăç енче, вырнаçнă 3,3 гектара ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсенчен промышленность çĕрĕсем çине куçарма хунтă турăмăр. Вăл ун чухне пире поселение кĕрекен ултă яла тирпей-хăтлав кĕртме укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен яланах пулăшса тăма «Элегант» обществăпа сăмах вĕççĕн калаçса татăлни çинчен пĕлтерчĕ. Поселени территорийĕнче строительство хăйăрĕ кăларса сутма «Элегант» обществăпа тунă килĕшÿпе пире паллаштармарĕ, вăл регпалатăра тесе пĕлтерчĕ.
Анчахрах, акă, 2017 çулта ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене промышленность çĕрĕсем çине куçарасси тата хăйăр карьерне «Элегант» обществăна арендăна парасси çинчен ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕсен копийĕсене пама ыйтсан, Н.Петров ку документсем ял администрацийĕнче çук тесе хуравларĕ.
Пăртас ял поселенийĕн пуçлăхĕ «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата панă хуравра çапла пĕлтерет: «Ытларах сасăпа карьера хупмалла мар тесе йышăнтăмăр». Ку тĕрĕс мар. Кăçал ку ыйтупа ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕ пулман. Хăйăр карьерне уçас ыйтăва халăхпа сÿтсе явнă тесе çирĕплетни те суя. Хăйăр карьерĕ пирки эпĕ кăçалхи апрель–май уйăхĕсенче çынсенчен ыйтса пĕлни вуçех урăххине çирĕплетет – йывăр тиевлĕ транспорт çулсене хытă аркатнă пирки халăх карьера хуптарма çирĕппĕн ыйтать. Хальлĕхе 113 çын алă пуснă.
Эпĕ, Пăртас ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ, хăйăр карьерне «Элегант» тулли мар явплă обществăна пилĕк çуллăха арендăна парас тĕллевпе депутатсем енчен тĕплĕ шухăшламасăр йышăну тунăшăн поселени халăхĕнчен каçару ыйтатăп.
Вячеслав КУЗЬМИН,
Пăртас ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ.
Май 2025 |