Çапла аталаннă

Категория: Uncategorised Опубликовано: 29.05.2019, 13:27 Просмотров: 229

Ял çынни хура тар тăкмасăр çăкăр çиеймен, тумтир тăхăнайман.

Туçи Çармăсра 1930 çулта 7 уйрăм хуçалăхран «Красный трактор» колхоз йĕркеленнĕ, 1931 çулхи çу уйăхĕ тĕлне 12-е çитнĕ. Халăх тырпул тухăçне ÿстерес тесе ырми-канми ĕçленĕ, гектартан 10–11 центнер илнĕ. Тислĕк, удобрени сахал пулнă, кашни килтен чăх-чĕп, кăвакарчăн каяшĕсене пухса уя илсе тухнă. Пĕвесен тĕпне тасатса уй-хире турттарнă. МТСран янă тракторсем çĕрсене тарăнрах сухаланă. Ялта пĕр жнейка, пĕр молотилка пулнă, анчах ытларах ĕçе алăпа тунă. Вăрçăччен хуçалăхра лаша, ĕне витипе чăх-чĕп ферми çеç пулнă, вăрçă хыççăн сурăх, сысна фермисем йĕркеленнĕ. Фермăсенче ĕне-лашасем 10–15-рен ытла пулман.

Правлени, ялСовет кулаксенчен туртса илнĕ çуртсенче вырнаçнă.

Пĕрремĕш колхоз ушкăнĕсене ертсе пыраканĕсем Николай Захарович Захаров, Александр Андреевич Кузюков, Петр Михайлович Михайлов пулнă.

1927 çулта уессем вырăнне районсем йĕркеленĕ. Туçи Çармăс ялĕ Шăхасан районне кĕнĕ (1957 çулччен). 1929 çулта çĕнĕ шкул уçнă. Хутпĕлменлĕхе пĕтерес тесе кашни комсомолецăн икĕ хресчене хутла вĕрентмелле пулнă. 1935 çулта çичĕ класс вĕренмелли шкул уçнă, унччен Кĕçĕн Кипеке утнă.

Василий Лазаревич Лазарев, 1919 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче Туçи Çармăс ялĕнче çуралнăскер, ялти тăватă класлă шкула çÿрет. 1932–1935 çулсенче Кĕçĕн Кипекри çичĕ çул вĕренмелли шкулта ăс пухать. 1938–1940 çулсенче Хĕрлĕ Çарта службăра тăрать. 1941–1946 çулсенче Аслă вăрçăра хаяррăн çапăçать – 3 степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçет. 1946–1955 çулсенче Туçи Çармăс ялСовечĕн секретарĕнче, председателĕнче, 1955–1962 çулсенче Кив Сăрьел ялСовет председателĕнче вăй хурать. 1962–1979 çулсенче Суворов ячĕллĕ колхоза мĕн пенсие тухиччен ертсе пырать.

1949 çулта Туçи Çармăспа Тимĕрçкасси ялĕсенчи «Красный луч» тата «Красный трактор» колхозсене пĕрлештереççĕ те чаплă та хисеплĕ Суворов полководец ятне параççĕ. 1960 çулта Кивĕ Шуртанпа Кивĕ Сăрьел ялĕсенчи хуçалăхсене пĕрлештернĕ.

1941–1942 çулсенче «Красный трактор» хуçалăха Иван Дмитриевич Шоркин ертсе пынă. 1942–1943 çулсенче – Иван Илларионович Никишов, 1944–1945 çулсенче – Илья Митрофанович Митрофанов, 1945–1946 çулсенче – Василий Сергеевич Сергеев, 1946–1949 çулсенче Терентий Захарович Захаров, 1949 – 1960 çулсенче Алексей Егорович Егоров, 1960–1962 çулсенче Амвросий Наумович Наумов ĕçленĕ, кайран мĕн пенсие тухиччен ялСовет председателĕнче вăй хунă. Пĕрремĕш счетовод Михаил Артемьевич Артемьев пулнă, 6 çула яхăн ĕçленĕ. 1952 çулта пилĕк гектар çинче сад лартнă, кайран ăна 10 гектара çитернĕ. Пĕрремĕш сад ăсти – Александр Савельевич Игнатьев. Вăл панулми, тĕрлĕ çырла, чие тĕмĕсем ларттарнă. Сад тавра хурăн йывăççисем лартса ăна хÿтĕлеме тăрăшнă. Каярах вĕлле хурчĕсем ĕрчетнĕ, сад çывăхĕнчи çĕрсем çинче хуратул акса ÿстернĕ. 1962 çултан Суворов ячĕллĕ колхоз вăй илме пуçлать. Машинăпа трактор паркне çĕклесе лартаççĕ, ял хушшине тырă хума икĕ вăрăм йывăç ампар вырнаçтараççĕ. Каярах пысăк вăрăм чул ампар çĕклеççĕ. Тырă типĕтмелли КЗС 1970 çулсенче çĕкленет. Машина, трактор, комбайн шучĕсем вуншарăн ÿсеççĕ. Этемрен çÿллĕ тыр-пул çитĕнтерет хуçалăх. Аталаннă социализм тапхăрĕнче колхозниксем алла укçа-тенкĕ тытса çĕнĕ чул пÿртсем, вите-сарайсем çĕклеççĕ. 1990 çулсенче Георгий Ильич Андреев хуçалăха çирĕп тытрĕ. Кивĕ Шуртана çити асфальт çул хывтарчĕ. Пысăк плотина пулă тытма май пачĕ.

1994 çулта çĕнĕ шкул çуртне çĕклерĕç. Хальхи вăхăтра ăна Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн администрацийĕ йышăнать. Кунта клуб, библиотека, спортзал йĕркеленĕ. Анчах нумай çынна ял пуласлăхĕ хумхантарать. Халĕ Туçи Çармăсра 60 киле яхăн пушă. Анне чĕрĕ чух чÿречерен пăхатчĕ те: «Ĕлĕк хĕрарăм хыççăн ача-пăча кĕшĕлтететчĕ, халĕ йытă утать», – тетчĕ. «Укçа ытамне лекнĕ çыннăн чунĕ мăкалать, кĕççеленет, куçĕ тăванне курми пулать. Пурлăх уйăрать, чухăнлăх пĕрлештерет», – тетчĕ ялти пĕр ватă. Тĕрĕс сăмаха йывăр чул та пусаймасть, хаяр шыв та путараймасть.

Борис СЕРГЕЕВ-ЯНСАРИН.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика