Ăста аллинче ĕç вылять

Категория: Uncategorised Опубликовано: 22.06.2019, 13:56 Просмотров: 168

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари сĕт-çу комплексĕнче ĕне сăвакан ăстасен республикăри 38-мĕш конкурсĕ иртрĕ. Унта Чăваш енри 20 ĕçчен хăйĕн професси ăсталăхне тĕрĕслерĕ.

Конкурсантсене комбинат çĕрĕ çинче питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Ăмăрту пуçланиччен районти культура çурчĕн капăр тумлă артисчĕсем ĕç çыннисене сума суса савăк юрăсем шăрантарчĕç. Тупăшăва хутшăнакансен кăмăлне çĕклеме пулăшрĕç. Ятлă-сумлă çынсем – Чăваш ен Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Денис Паспеков, республикăри тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов, «Агро-инноваци» предприятин ертÿçи Николай Васильев, ăратлăх енĕпе тимлекен «Чувашское» обществăн гендиректорĕ Михаил Гурьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов, судьясен ушкăнне ертсе пыраканĕ –   Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн директорĕ Рамиль Айзатов тата ыттисем – ферма хастарĕсен ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тимлекенсем экологи енчен таса продукци туса илессишĕн хастар тăрăшнине, республикăри агромышленность комплексĕн тĕрекĕ пулнине палăртрĕç.

Сергей Павлов çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш ен сĕт туса илессипе Атăлçи федераци округĕнче лидерсен шутĕнче. Паллах, ял хуçалăх организацийĕсене патшалăх енчен тĕрев пани те ÿсĕм-çитĕнÿ тума пулăшать. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Денис Паспеков малашлăхра чĕр тавар ытларах кирлине палăртрĕ. Апла пулсан ĕне сăвакансен ĕçĕ-хĕлĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

– Чăваш енĕн нефть, газ çук. Сĕт вăл – шурă ылтăн. Сĕт туса илессипе ĕçлени тупăшлă,– терĕ аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов.

Пĕлтĕр ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен республикăри ăмăртăвĕнче Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» обществăри Екатерина Георгиева çĕнтернĕ. Вăл патшалăх ялавне çĕклеме тивĕçрĕ.

Операторсем чи малтанах ĕне сумалли аппаратсене салатса пухрĕç. Ăстасен аллинче ĕç вылянине палăртмалла. Акă пирĕн ентеш – Малти Кăкшăм ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пăрачкав районĕнчи «Семеновский» хуçалăхра тăрăшакан Раиса Ефимова – ăмăртăва киличчен ирхине фермăри ĕнесене те суса хăварнă. Апла пулин те правур пулчĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 44 çул тесе калаймăн.

Конкурсантсем ĕне сăвассипе те, теори ыйтăвĕсене хуравлассипе те ăмăртрĕç. Судьясен ушкăнĕ балсене шутланă чухне тупăшăва хутшăннисене агрохолдингăн сĕт-çу комплексĕ тăрăх экскурсие илсе кайрĕç. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнисем комбинатăн хушма хуçалăхĕнче ĕç условийĕсем лайăх пулнине палăртрĕç. Вĕсем районти культура çумĕнчи «Салам» ушкăнăн концертне те пăхса киленчĕç. Чăваш, вырăс юррисем уй-хир анлăшĕпех янăрарĕç.

– Конкурс чăннипех уяв пулчĕ, пирĕн кăмăл тулчĕ, – терĕç пĕри те тепри.

Конкурса пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Судьясен ушкăнĕн ертÿçи Рамиль Айзатов ĕçченсен професси ăсталăхĕ пысăк шайра пулнине, вĕсен вăй-халĕпе хевти яр уççăн курăннине çирĕплетрĕ. Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-агро» тулли мар яваплă обществăри Наталья Ерастова 94,61 балл пухса мала тухрĕ. Вăл хăйĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне Пушкăртстанра, Раççей шайĕнче иртекен конкурсра, тĕрĕслĕ.

Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма Вăрнарти аш-какай комбиначĕн операторĕ Елена Кириллова тивĕçрĕ. Унăн 92,53 балл. Виççĕмĕш вырăнта – Анна Мишенкова. Вăл Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăхран.

Ĕне сăвакан операторсем хушшинче арçынсем те пулчĕç. Чи маттурри – Комсомольски районĕнчи «Рассвет» предприятири Петр Зверев. Каласа хăвармалла, унăн пурнăçĕн пĕр тапхăрĕ Вăрнарпа çыхăннă, вăл ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă.

Ветерансенчен Эльвира Богданова (Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» хуçалăх) мала тухрĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Конкурса çÿллĕ шайра ирттернĕ йĕркелÿçĕсем тата ăмăртăва хутшăннисем асăннă ведомствăн Тавне илме тивĕçрĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика