Карачураран – Хăмăша

Категория: Uncategorised Опубликовано: 29.06.2019, 14:03 Просмотров: 205

Ÿркевлĕх ÿкерет, хастарлăх чапа кăларать теççĕ. «Броневик» кооперативри Ирина Семенова – ырă ята тивĕçнисенчен пĕри. Хуçалăхра ĕне сăвакан операторта çиччĕмĕш çул тăрăшать. Элĕк районĕнчи Карачура хĕрарăмĕ районăн агропромышленность комплексне аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывать.

– Хамăр енчи хуçалăхра ĕç укçи тÿлеме пăрахрĕç. Тарăн шухăша путрăм. Мĕн тумалла; Ал-ура пур чухне ахаль ларни килĕшмест темелле. Вăрнар районĕнчи «Броневик» кооперативра ĕç вырăнĕсем пуррине пĕлтĕм те хĕпĕртерĕм. Дояркăра тимлеме пуçларăм. Сăмах май каласассăн, манăн ентеш Галина Егорова та çак хуçалăхрах ĕçлет. Владислав Иванович Репин – ырă хуçа. Ĕç çыннисемшĕн тăрăшать. Пире, акă, çурран уттармаççĕ. Транспортпа пырса илеççĕ. Хăмăш ялĕ мана тăван Карачура пекех çывăх пулса тăчĕ,– терĕ Ирина Михайловна.

Вăл «Броневикра» вăй хуракансен ĕçне тивĕçлĕ хакланипе кăмăллă. Шалу та, аванс та вăхăтра тÿлеççĕ. Çулталăк лайăх ĕçлесен пĕр вăкăр параççĕ, утă-улăмпа тивĕçтереççĕ. Кооперативра ĕç çыннисен сывлăхне çирĕплетессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ирина Семенова хăйĕн кĕçĕн ачисемпе Чăваш енри «Волжанка» санаторипе курорт комплексĕнче икĕ хутчен каннă.

Ферма хастарĕн кил хуçалăхĕ тĕреклĕ. Çемье бюджетне пуянлатас тесе мăшăрĕпе иккĕшĕ мăйракаллă шултра выльăх йышлă тытаççĕ: икĕ ĕне, тăватă вăкăр усраççĕ.

Семеновсем пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Иккĕшĕ, кĕçĕннисем, тăван ялĕнчи пĕлÿ çуртĕнче ăс пухаççĕ, каникулта ашшĕпе амăшне ĕне выльăх пăхса пулăшаççĕ. Виççĕшĕ – çемьеллĕ. Ферма ĕçченĕн 6 мăнук.

Ирина Семенова пилĕк теçеткене хыçала хăварнă. Пенсие иртерех тухма çăмăллăхсем пулсан та хальлĕхе тивĕçлĕ кану çинчен шутламасть. Пысăкрах тĕллевсем патне талпăнма, професси ăсталăхне туптама тăрăшать. Кăçал вăл ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен районти ăмăртăвне хутшăнчĕ, район администрацийĕн Тавне тивĕçрĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика