Ăсчахăн тĕпчев ани анлă

Категория: Uncategorised Опубликовано: 07.10.2017, 16:12 Просмотров: 379

Чăвашсен паллă литературовечĕ, критикĕ, фольклорисчĕ, этнологĕ, поэчĕ тата педагог Виталий Григорьевич Родионов (Сăвар Эртиванĕ) çак кунсенче хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Вăл 1947 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Хураçырма ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне (1975), СССР Наукăсен академийĕн Тĕнче литератури институчĕн аспирантурине (1979) вĕренсе пĕтернĕ. Малтан Свердловскри Урал электроаппаратура заводĕнче стропальщик тата токарь, тăван колхозра комбайнер пулăшуçи пулса ĕçленĕ. Унтан республикăри наукăпа методика центрĕнче – методист (1974), Йĕпреç районĕн «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн литсотрудникĕ (1974–1975), ЧАССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи ăслăлăх тĕпчев институтĕнче кĕçĕн тата аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, чăваш литературипе фольклор пайĕн ертÿçи (1976, 1979 – 1994), Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче Чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин профессорĕ, ертÿçи, чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканĕ (1998 – 2014), 2009 çултанпа – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, 1994 çултанпа филологи специальноçĕсемпе çырнă кандидат тата доктор диссертацийĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен канаша ертсе пырать.

В. Родионов 200 ытла ăслăлăх ĕçĕ, çав шутра 5 монографи, 20 вĕрентÿ тата методика пособийĕ çырса хатĕрленĕ. Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче 43 кĕнеки упранать. Унăн «Чувашская литература XVIII–ХIХ вв.» (2006) вĕрентÿ пособийĕ, Атăлçи федераллă округри аслă шкулсем хушшинче ирттернĕ конкурсра 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вăл халăх сăмахлăхĕн тата илемлĕ сăмах ăстисен, Н. Я. Бичурин, Е. И. Рожанский, С. М. Михайлов (Янтуш), М.Ф. Федоров, В. И. Лебедев, В. П. Вишневский, Н. И. Ашмарин, Г. И. Комиссаров, Н. И. Золотницкий, К. В. Иванов, П. П. Хусанкай, С. В. Элкер т.ыт.те хайлавĕсене пухса 30 кĕнеке хатĕрленĕ.

Ăсчахăмăрăн ят-сумĕ пысăк: филологи ăслăлăхĕсен докторĕ (1993), профессор (1995), Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, (1974), Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, (1995), Раççей Федерацийĕн тата Чăваш енĕн ăслăлăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1997, 2010), РФ Вĕренÿ тата наука министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, Атăлçи классика университечĕсен ассоциацийĕн преми лауреачĕн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Çулталăкри чи лайăх профессор», «ЧПУн тава тивĕçлĕ профессорĕ» ятсене тивĕçнĕ. Унăн чăваш халăх çырулăх культурин историйĕ, тĕрĕк халăхĕсен сăмахлăхĕ, тĕрĕк-финн-угор фольклор çыхăнăвĕсем пирки çырнă хайлавĕсем Раççейри, Украинăри, Турцири хуласенче пичетленнĕ.

В. Г. Родионов тĕрĕк тата чăваш поэзин, Уралпа Атăлçи тата чăваш литературин, фольклорпа этнологи ыйтăвĕсене тĕпчет, çав вăхăтрах публицистикăпа поэзи анинче те вăй хурать. Раççей халăхĕсен, Уралпа Атăл регионĕн, чăваш литература аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерсе хак парас тĕллевпе ĕçлет. Вăл вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе йĕркелес, педагогика ĕçĕн пахалăхне çÿллĕ шая çĕклес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ, филологи тата культурологи вĕрентÿ-методика комплексĕсен пакетне йĕркеленĕ. Ун патĕнче Турци, Япони, Финлянди тата Венгри преподавателĕсем стажировкăра пулнă. Вăл «Памятники словесности» (пурĕ 8 том тухнă) ăслăлăх кăларăмĕсен ярăмне йĕркелекенĕ тата тĕп авторĕ.

Çак кунсенче Яков Семенов журналист ăсчахăмăрпа тĕл пулса калаçнă.

– Виталий Григорьевич, «Чăваш литература пĕлĕвĕн паян тумалли ĕçĕсенчен пĕри вăл – историлле поэтикăна никĕслесе çитересси, профессилле литература поэтикин аталанăвне тĕпчесси», – тенĕ эсир 30 çул каялла пичетленнĕ «Поэзие тĕпчес ыйтусем» статьяра. Унтанпа ку тĕлĕшпе мĕнле утăмсем тунă?

– Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç горизончĕ тата инçете кайса пырать. Хальччен эпир К.В. Иванова чăваш культурине тĕнче шайне çĕклекен тесе палăртаттăмăр. Халь эпир çак ыйтусене лартатпăр: «Нарспи» поэма пире халăх пек пурăнма пулăшать-и? Нацин тĕлĕрекен ăнĕ Кашкăр Иванĕсен Кĕçтентинĕн хайлавĕсенче мĕнле ÿкерĕннĕ. Унăн хайлавĕсем чăваш пулма пулăшаççĕ-и? Халăх пулмалли тĕп йĕрсем – йăха тăсасси, чĕлхене, культурăна аталантарасси. Литература мĕншĕн çуралать? Вăл – халăхăн пĕр пайĕ. Илемлĕ шухăшлав халăх ăнĕпе тачă çыхăннă. Çыравçă тĕллевĕ – ăна историн контекстне кĕртсе лартса пырасси.

– К. В. Иванов çуралнă тăрăхсене кайса çÿреме тÿр килнĕ-и? Силпи, Хушăлка ялĕсенче пулнă-и? Чуна уйрăмах мĕн хускатать унта?

– Пулнă, паллах, темиçе хутчен те. 1987 çулта институт пĕрлĕхлĕ экспедици йĕркелерĕ. Эпир Пушкăрт, Оренбург тăрăхĕсенче çÿрерĕмĕр. Питĕ тухăçлă иртрĕ вăл. Силпи ялĕн вырăнĕ юлнă çĕрте сăнаса-тĕпчесе пăхрăмăр, çăл куçсене тасатса çÿрерĕмĕр. Çурт пулнă вырăнта пÿрт никĕсĕсем, кăмака вырăнĕсем юлнă. Çак ял питĕ илемлĕ çĕрте вырнаçнă. Пĕлтĕр эпĕ Слакпуçне тепĕр хут кайса килтĕм, ял çыннисемпе, тăванĕсемпе курса калаçрăм, музейре тепĕр хут пултăм. Çавна май çĕнĕлĕхсем шырарăм.

– Тăхтаман килне тупрăр-и?

– Хушăлкара кил вырăнĕ пур. Пуян пулнă тет. Ялĕ, чăнах та, пысăк, пуян темелле. Поэт деталĕсене, сăнсене пĕтĕмĕшлетсе çырнă, çавăнпа та поэмăра прототипсем шырани кăлăхах.

– Эсир иртнĕ ĕмĕрсенчи чăваш литератури пирки 5 вĕренÿ пособийĕ çырнă. Малаллахи тапхăрсене тишкерсе çыратăр-и?

– Эпĕ хам XVIII–ХIХ-ĕмĕрсенчи, ХХ ĕмĕрĕн 19–20-мĕш çулĕсенчи чăваш литературине тĕпчетĕп. Малаллине филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Георгий Федоров профессор сăнаса пынă.

– Виталий Григорьевич, кăçал сирĕн «Чувашский этнос» сулмаклă кĕнеке кун çути курчĕ. Эсир – паллă литературовед, ĕмĕрĕпех чăваш литературине тĕпчес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕ. Епле-ха халĕ тата этнологи çине тарăннăн кĕрсе кайрăр?

– 1993 çулта эпĕ «Чувашский стих» диссертаци хÿтĕлерĕм. Унта пирĕн эрăчченхи чăваш сăввине тĕпчерĕм. Çав диссертацине хатĕрленĕ чухне халăх историне тĕпчеме пуçларăм. Чĕлхе халăх кун-çулĕпе тачă çыхăннă, халăх сăвви-юрринче унăн пĕтĕм пурнăç тытăмĕ-йĕрки, хуйхи-суйхи, савăнăçĕ, терчĕ курăнать-çке-ха. «Дореволюционное чувашское стихосложение» диссертацире чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхинче мĕнле аталаннине, унăн хăйнеевĕрлĕхне тĕпченĕ майăн та эпĕ халăхăмăр кун-çулне тĕпчес çул çине кĕрсе кайрăм.

«Чувашский этнос» кĕнекере эпĕ ытларах чăваш халăхĕн историйĕ, Уралпа Атăлçи тăрăхĕнчи поэтсен пултарулăхне тĕпчеме тăрăшрăм. Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ чухне кашни каç çывăрма выртас умĕн «Авалхи тĕрĕк словарьне» вулаттăмччĕ.  Çавна май манăн чăваш этнологийĕ пирки çĕнĕ теори çуралчĕ. Эпĕ ăна «Этнокультурные черты и история бесермян как свидетельства булгаро-чувашской преемственности» статьяра (1982 ç.) çырса кăтартрăм. Чăваш йăли-йĕрки пирки унччен статья никам та çырман. 

– Умра тата мĕнле çĕнĕ тĕллевсем?

«XX ĕмĕрти чăваш литератури» монографин 1-мĕш томне хатĕрлесе кăлартăм. Кăçал 2-мĕш томĕ тухмалла. Малалла тата Институт планĕпе  XVIII–XIX – XX ĕмĕрсенчи чăваш литература историйĕ пирки икĕ кĕнеке хатĕрлеме палăртнă. Халĕ эпĕ «XX ĕмĕрчченхи чăваш литератури» темăпа иккĕмĕш çул ĕçлетĕп. «Чувашский этнос» кĕнекери «Прототюркское и древнебулгарское мифопоэтическое сознание» тата «Истоки художественного сознания уральских народов к постановке проблемы» статьясем çав кĕнеке пуçламăшĕ пулаççĕ. Унта 15–20 пин çул каяллахи тапхăрсем çинчен сăмах пырать. Чĕлхе пуçланнă вăхăт, халăхăн илемлĕ сăнарлăхĕ çинчен çав тапхăртанпах тишкерсе килетĕп, Урал тăвĕсен хăвăлĕнче упранакан малтанхи çынсен ÿкерчĕкĕсене, çыру паллисене тĕпчерĕм, унтан ытти тапхăрсене куçрăм.

Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ чухне СССР Наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ Г.И. Ломидзе çапла каланине астăватăп, «Пĕр-пĕр халăх литературине уйрăммăн тĕпчемелле мар, ытти халăхсемпе танлаштармалла», – тенĕччĕ. Çапла вара эпĕ чăваш литературине тĕпченĕ майăн, чăваш аваллăхне кĕрсе кайрăм. Хуть те мĕнле пулăма та паянхи лару-тăрупа çеç виçсе хаклама çук. Пиншер çул каяллахи истори опычĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун чухнехи чăваш аслашшĕсем те ăслă-тăнлă çынсемех пулнă. Истори тĕрĕслĕхĕ вара мала тухать.

1740 çулсенче чăвашсене ирĕксĕр тĕне кĕртме тытăнаççĕ. Охатер Томеев чăваш çав тапхăрта Елизавета патша-майра патне çырупа каять. Унта вăл чăвашсене тĕне кĕртнĕ чухне чăваш чĕлхипе усă курма, чăвашсене ертсе пыракан уйрăм çын суйлама тата ертсе пыма ыйтать. Унăн ĕмĕчĕ XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç пурнăçа кĕрет. Анчах шухăшлăр-ха! Икĕ ĕмĕр малтан пирĕн пултаруллă чăваш Охатер Томеев автономи пирки шухăш тытма пултарнă!

Эпир хамăр тымарсене 8–9 сыпăк таранччен тĕпчетпĕр. Тата та ытларах пĕлесчĕ. Хамăр йăхсене пĕлни пире пурнăçра çирĕпленме пулăшать, вăй парать.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика