Чун хавалĕ вăй парса тăнă

Категория: Uncategorised Опубликовано: 15.11.2017, 14:52 Просмотров: 400

Кивьял Нурăсри Геннадий Сорокин халĕ çамрăк чухнехи пек çăмăллăн çÿреймест: ара çулсем малаллах шăваççĕ-çке. Çитмĕл çиччĕне çитнĕ май вăй-халĕ те малтанхи мар. Çавах та ватă çын килте çеç çырлахса ларма пултараймасть, утать, çÿрет – çынпа курнăçса калаçса чунне уçать. Е тата ку ялта тĕпленнĕ Альбина хĕрĕ патне кайса килет.

2004 çултанпа, мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе, пĕччен пурăнать Геннадий Германович. Нимĕн те тăваймăн, шăпаран иртеймĕн. Зинаида Арсентьевнапа пĕрле ирттернĕ вăхăтсене ырăпа çеç аса илет. Иккĕшĕ тĕрлĕ ĕçре вăй хурса пурнăçа сыпăнтарса пынă, çавăн пекех пиллĕк ачана ура çине тăратассишĕн тăрăшнă.

 – Эпĕ çирĕм саккăрта авлантăм. Зинаида Алексеевна та Кивьял Нурăсра çуралнă. Иксĕмĕре пĕр-пĕринчен ултă кил çеç уйăрнă. Вăл манран çичĕ çул кĕçĕнрехчĕ. Шкул хыççăн хулана ĕçлеме кайнăччĕ. Канмалли кунсенче яла час-часах килетчĕ. Урамра тĕл пулсан сывлăх суннă та иртсе кайнă. Çамрăкрах чух Зинаидăпа çемье çавăрасси пирки шутлама та пултарайман. Пурнăç хăйĕннех тăвать иккен. Шăматкунсерен клуба тухсан ял хĕрĕпе калаçкалама пуçларăм, ташлама чĕнсе кăлараттăм. Кану каçĕ хыççăн киле те пĕрлех таврăнаттăмăр. Чĕрене юрату вут тивретнине сиссе те юлаймарăм, çапла вара Зинаидасăр кичем пулнине туйса илме пуçларăм. Савни яла килессе чăтăмсăр кĕтеттĕм. Икĕ çул калаçса çÿрерĕмĕр. Май уйăхĕнче, хĕвеллĕ ăшă кун, туй кĕрлеттертĕмĕр. Хĕр илме лашасемпе кайрăмăр. Çулĕ çывăх пулнăран ял тавра çаврăнтăмăр. Туя чăваш йăли-йĕркине пăхăнса ирттертĕмĕр. Пĕрлешнĕ хыççăн кăна Зинаида хуларан яла таврăнчĕ. Мăшăр колхозра дояркăра, Хăмăш шкулĕнче поварта, унтан почтальонкăра ĕçлерĕ, – каласа парать Геннадий Сорокин.

Вăл ĕç биографине «Броневик» колхозран пуçланă. Строительсен бригадине вырнаçнăскер выльăх-чĕрлĕх витисем тунă çĕре хутшăннă. Унччен маларах вара çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Виçĕ çул та виçĕ уйăх службăра тăнă. Литвара чух медицина вăрттăнлăхĕсене те алла илнĕ. Салтакран тĕрекленсе таврăннă. Колхозра пĕр вăхăт ĕçлесен Сĕнтĕрвăрринче строительсене вĕрентсе хатĕрлекен училищĕне кайнă. Çулталăкран ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Яла килсен ятарлă пĕлÿллĕ çамрăка строительсен бригадине ертсе пыма шаннă. Ушкăнпа ĕçленĕ май ăсталăха кунсерен тенĕ пек туптанă. Кăнтăрла ĕçре тар кăларнă пулсан, каçхине клуба репетицие васканă. Г.Сорокин спектакльте те вылянă, концертра та юрланă. Купăс калама та ухута пулнă. Ялти клубран ĕçлекен кайсан Геннадий Германовича сĕннĕ. Хирĕçлеме пултарайман вăл, культура ĕçне пикеннĕ.

– Пирĕн вăхăтра ял кĕрлесе тăратчĕ, çавăнпа клуба пыма çын шыраса хăшкăлман. «Телей чечекĕ» спектакль хатĕрлесе сцена çине кăлартăмăр. Унта 32-ĕн вылярĕç. Çав йышран иккĕшĕ çеç Услапаран пулчĕç, ыттисем пурте Кивьял Нурăсран. Хĕл кунĕсенче хамăр пултарулăхпа паллаштарма кÿршĕллĕ ялсене лашапа каяттăмăр. Инçе çула вара автомашинăпа тухнă. Хуçалăх ертÿçи техника ыйтсан хирĕçлесе тăмастчĕ. Вăхăта чăннипех те интереслĕ ирттереттĕмĕр. Кайрантарахпа тепĕр хут строительсен бригадине таврăнтăм, – иртнине аса илчĕ Г.Сорокин. 

1978 çулта виçĕ хуçалăха пĕрлештерсе «Октябрь» колхоз туса хунă. Геннадий Германовича пĕрремĕш уйрăм управляющине çирĕплетнĕ. 1985 çулта ăна Кăмпал ял Совечĕн председателĕн тивĕçне пурнăçлама шаннă. Ку ĕçре 1992 çулччен тăрăшнă. Председатель пулнă май тĕрлĕ ыйту татса пама тивнĕ. Хыççăн та ял Советĕнчен уйрăлман, тивĕçлĕ канăва тухичченех кунта специалистра ĕçленĕ.

– Колхозра вăй хунă самантсене паянхи кун та асран кăларма пултараймастăп. Бригадирта тимленĕ чух ирхи тăватă сехетре ура çинчеччĕ. Кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçланă та правление васканă. Вырăнти радиоузелпа строительство бригадин ĕçченĕсене кун каçа мĕн ĕçлемеллине ăнлантарнă. Вăхăта ĕçре ирттернĕ. Каçхине кăна киле таврăннă, – терĕ Кивьял Нурăс çынни.

Строитель пулнă май ĕмĕрĕпех вĕреннĕ, уйрăмах аслăрах çулсенчи юлташĕсен сĕнÿ-канашне ăша хывнă. Кăмака тума та хăнăхнă. Мăшăрĕпе пĕр-пĕрне килĕштерсе чылай çул пурăннă. Халĕ ватăн хăрах куçĕ япăх курать. Инсульт пулнăран больницăра та выртма тивнĕ. Г.Сорокин пурпĕр пуçа усмасть, кашни çутă куна тулли кăмăлпа ирттерет. Ачисенче тĕрев курать.

Юрий КОРНИЛОВ.   

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика