Пĕр хĕлхемрен – пысăк пушар

Категория: Uncategorised Опубликовано: 05.09.2020, 14:21 Просмотров: 98

Ахальтен каламан: çулăм тимсĕрлĕхе каçармасть. Кăшт кăна асăрханулăха çухатсан та инкек тухасса кĕт.

Çапла, Чăрăшкас Мăратра кил хуçи юсав ĕçĕсене пуçăннă та хăрушсăрлăх йĕркине туллин пăхăнман. Çавна пулах хытах шар курнă. «Пушар сăлтавĕ, чăнах та, – кил-хуçалăхра çулăмпа асăрханусăр усă курни. Арçын утă упранакан хуралтă тăррине юсама хăпарнă пулнă. ,çре газ горелкипе усă курнă. Хăй каланă тăрăх, юсава кăшт кăна вĕçлеймен-мĕн, çулăм лекнипе утă тивсе илнĕ. Хĕл валли хатĕрленĕ 5 тонна енне утă çунса кайнă. Телее, выльăх-чĕрлĕх тытакан сарайĕ ытлашши сиенленмен. Пушара сÿнтерекенсем çулăма хуçалăхри çурт çине те сиксе ÿкме паман», – пĕлтерчĕç асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.

Çавăн пекех иртнĕ шăматкун Вăрнарта та пушар пулнине хыпарларĕç. Поселокри пĕр уйрăм хуçалăхра вут-çулăм ашкăнса мунчана сиенлетнĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, инкек патне хăрушсăрлăх правилисене çирĕп уяманни çитернĕ. Кăмакан тĕтĕм çулĕсем çывăхĕнче тĕрлĕрен ăпăр-тапăр упранă-мĕн.

– Каламалла, уй-хирсене вырма ĕçĕсем ирттернĕ, пахчаçимĕç пухса кĕртнĕ хыççăн çунтарса тасатнă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Уйрăм çынсем те пахчи-анкартийĕсене çакнашкал мелпех йĕркене кĕртме тăрăшаççĕ. Анчах хăмăлсемпе хытхурана, пахчари çÿп-çапа тĕлли-паллисĕр чĕртсе яни, хăй тĕллĕн çунма хăварни пысăк инкеке куçма пултарать. Кун пек чухне хăрушсăрлăха пуренлĕ тивĕçтермелле% кăвайтсене çурт-хуралтă çывăхĕнче чĕртмелле мар, мĕн сÿнсе пĕтичченех сăнаса тăмалла, çулăма сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсем ал айĕнчех пулмалла тата ытти те. Ял хуçалăх çĕрĕсем, вăрмансем çумĕнчи лаптăксем çинче вара кăвайт чĕртме, типĕ курăкпа хытхурана çунтарма вуçех  юрамасть. Хăрушсăрлăх правилисене уяманнисене административлă явап тыттарма пăхнă», – асăрхаттараççĕ районти пушар хуралĕн сотрудникĕсем. Нумаях пулмасть, акă, кунашкал тĕслĕх Мăн Явăш çывăхĕнчи уйра пулнă. Çулăм вырма хыççăн юлнă хăмăла çавăрса илнĕ, 2 га енне лаптăк çинче çуннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика