Ачаллă çемьесене – пысăк пулăшу

Категория: Uncategorised Опубликовано: 09.12.2017, 10:22 Просмотров: 370

Раççей Президенчĕ Владимир Путин демографи политикине çĕнĕ пуçарусем кĕртни пирки телевизорпа илтнĕччĕ. Хаçатра тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши?

Е.ИЛЬИНА, виçĕ ача амăшĕ.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçаруллă йышăнăвĕпе январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕршыври 60 регион çемьере виççĕмĕш ача çуратнăшăн е ачана усрава илнĕшĕн кашни уйăхрах федераци центрĕнчен укçа илсе тăма пуçлĕ. Çак йышра Чăваш ен те пур. Республика ертÿлĕхĕ ача çуратассине хакламалли виçесене çĕнĕрен пăхса тухас ыйтăва федераци центрĕ умĕнче пĕр хутчен кăна мар çĕкленĕ. Правительство ăна майлă кайнă. Çавна пула тÿлевсем çĕнĕрен «таврăнаççĕ».

Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсем кăна мар, пĕрремĕш ачашăн та укçа тÿлеме тытăнаççĕ. Кунта вара çемьесен тупăшĕсене шута илеççĕ. Пулăшăва ятран, чухăнрах пурăнакансене параççĕ. Малтанлăха шутласа палăртнă тăрăх, ăна ашшĕ-амăшĕсен пĕтĕмĕшле тупăшĕ 30 пин тенкĕрен иртмен çемьесем илсе тăрĕç. Пурăнмалăх чи пĕчĕк виçеллĕ уйăхсерен паракан пособие, малтанлăха палăртнă тăрăх, республикăра 4500е яхăн çемье илĕ.

Çамрăк çемьесемшĕн пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ кирек хăçан та çивĕч тăнă. Владимир Путин ипотекăн ятарлă программине ĕçе кĕртме сĕнчĕ. Çитес çултан иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуратнă çемьесене ипотека кредичĕн проценчĕсене тÿлеме субсиди уйăрса пама тытăнаççĕ.

Раççей Президенчĕ амăшĕн капиталĕн программине тата тăватă çула тăсма сĕнчĕ. Ку ыйту ашшĕ-амăшĕсене тахçанах хумхантарнă. Асăннă программăна 2021 çулччен тăснă кăна мар, амăшĕн капиталĕпе усă курмалли тĕллевсене те анлăлатнă. Хăшпĕр тĕслĕхсенче вара, васкавлă ыйтусем сиксе тухсан, çав укçана пайăн-пайăн илме пулать.

Енчен те виçĕ çулхи ачасене ача сачĕсене вырнаçтарас ыйтăва, тĕпрен илсен, татса панă пулсан, ясли çулĕсенчи ачасен ашшĕ-амăшĕсен вара чылай чухне хăйсен тĕпренчĕкĕсене шанчăклă асăрхавсăр хăварма тивет. Кунтах пĕчĕк ачан ашшĕ-амăшĕн ĕçе тухмалли майĕсемпе çыхăннă ыйтăва та кĕртмелле. Владимир Путин яслисенче икĕ уйăхран пуçласа виçĕ çула çитичченхи ачасен черечĕсене пĕтерме задача лартнă.

Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн, çĕршывра ача-пăча больницисене çĕнетсе лайăхлатас, çавăн пекех хальхи йышши перинаталь центрĕсем тăвас тĕллевпе анлă программăна пурнăçлама тытăнмалла.

Раççей Президенчĕн пуçарăвĕсене тĕпе хывса Чăваш ен Пуçлăхĕ те республикăра ача çуратассине хавхалантарма Указ кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн виççĕмĕш е ун хыççăн çуралнă е усрава илнĕ пур çемье те уйăхсерен паракан тÿлеве илсе тăрĕç.

2017 çулшăн унпа ноябрь уйăхĕнчен тытăнса тивĕçтерме йышăннă.

Кăçал ку таранччен районта çемьери виççĕмĕш ачасем 62-ĕн çуралнă. Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе 15 енне çемье ку тĕлĕшпе заявлени тăратнă.

Патшалăх пулăшăвне тивĕçес тесен ку категорие кĕрекенсен социаллă хÿтлĕх пайне хальтерех килмеллине аса илтерчĕ.

Чăваш Республикинче патшалăхăн çак пулăшу мерипе 1300 çемьерен кая мар усă курма тивĕç. Çакăн валли республика Пуçлăхĕн резерв фондĕнчен 25 млн тенкĕ уйăрнă.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика