Яваплăха çирĕплетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2018, 10:47 Просмотров: 506

Раççей Шалти ĕçсен министерствин право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче (www.prаvo.gov.ru) пĕлтĕрхи октябрĕн 30-мĕшĕнче йышăннă «РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 12.18-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» федераллă саккун пичетленнĕ.

Документăн тĕллевĕ – çуран çÿрекенсене, çул-йĕр юхăмĕн ытти участникĕсене правилăсенче çырнипе килĕшÿллĕн ирттерсе яманшăн административлă яваплăха çирĕплетесси.

Яваплăха вăйлатни унччен ĕçленĕ нормăсен эффективлăхĕ сахаллипе çыхăннă. Çакă ку ушкăнри йĕркене пăснă тĕслĕхсемшĕн пуçарнă административлă ĕçсен шучĕ ÿснинчен курăнать. Кунсăр пуçне вĕсен обществăлла хăрушлăхĕ пысăккине каласа хăвармалла. Пĕлтĕрхи 9 уйăхра çуран каçмалли вырăнсенче 10232 инкек пулнă, вĕсенче 520 çын вилнĕ тата 11036 çын аманнă.

Çуран çÿрекенсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 12.18-мĕш статйине улшăнусем кĕртнĕ. Çуран пыракансене, велосипедистсене, çул-йĕр юхăмĕн ытти участокĕсене ирттерсе яма хушакан правилăсене пăхăнманшăн халĕ 1,5 – 2,5 пин тенкĕ административлă штраф хума пăхнă.

Федераллă саккун 2017 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

В.ХРИСТОФОРОВА,

Раççей Шалти ĕçсен министерствин

«Вурнарский» пайĕн юрисконсульчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика