Сцена – пурнăç илемĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2018, 10:47 Просмотров: 377

Юрă-кĕвĕсĕр пурăнма пултараймасть Чăрăшкас Хирлеп культура çуртĕнче ĕçлекен Денис Яковлев. Ачалăх çулĕсенче ÿсерехпе сцена çине тухса юрласси пирки вуçех ĕмĕтленмен. Анчах вăхăт çамрăкăн кăмăл-туйăмне хăвăрт улăштарнă.

Д.Яковлев Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çулсем малалла шунă май шкул сукмакне такăрлатма пуçланă. Ашшĕпе амăшĕн ачишĕн питне хĕретме тивмен, мĕншĕн тесен Денис вĕренÿре кайрисен ретĕнче пыман, шкулта иртекен мероприятисенче те активлăхпа палăрнă. Шăпана пĕлмелли çук, пурăна-киле çемье Канаша пурăнма куçнă. Денис ку хулари лицейра вĕренме пуçланă. Шăп çав вăхăтра вăл юрă-кĕвĕ тĕнчи енне туртăнса кайнă, тĕрлĕ инструментпа калама хăнăхнă.

– Хваттер умĕнчи подъезда çамрăксем каç енне чылаййăн пуçтарăнатчĕç. Вĕсем эпĕ гитарăпа тĕрлĕ кĕвĕ калама пултарнине аван пĕлетчĕç. Çавăнпа та ку музыка инструменчĕпе выляма ыйтатчĕç. Тус-юлташсене хирĕçлеме хăюлăх çитменрен алла гитара тытаттăм. Пĕр-пĕр  кĕвĕ кăларнипе çеç çырлахман, юрă та шăрантараттăм. Яшсемпе хĕрсем питĕ савăнса итлесе ларатчĕç, теприсем манпа пĕрле юрлама пикенетчĕç, – иртнине аса илчĕ Денис Яковлев.

Ăна юрă-кĕвĕ çунат хушнă. Чун-чĕри хавхаланупа тулнăскер музыка енĕпе пĕлĕве тарăнлатмашкăн çирĕп тĕллев тытнă. Çавăнпах тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкара çул тытнă, культура училищине вĕренме кĕнĕ.

– Училищĕре пĕлÿ илнĕ вăхăтра Элĕк каччипе Андрей Васильевпа паллашма тÿр килчĕ. Вăл та юрă-кĕвĕпе туслăччĕ. Иксĕмĕр пĕр чĕлхе тупма пултарнăран ушкăн йĕркелеме шутларăмăр. Хулари пĕр студие кайса юрă хыççăн юрă çыртартăмăр. Хыççăн концерт программине йĕркелерĕмĕр. Çапла майпа сцена çине тухма пуçларăмăр. Вĕренсе пĕтериччен юратнă хĕрпе çемье те çавăртăм, – терĕ Д.Яковлев.   

Мăшăр Шупашкар хулинче тĕпленмен, Канаша пурăнма куçнă. Денис Канашри культура керменне ĕçе вырнаçнă, халăхăн пултарулăхне ÿстересси тĕп вырăна тухса тăнă. Апла пулин те Элĕк каччипе çыхăнăва татман. Ун патне хăнана та пĕрре мар кайса килнĕ.

– Элĕк районĕнче пурăнакансем культурăна хаклани палăрнăран Канаш хулинчен Куракăш ялне куçрăмăр. Культура тытăмĕнче ĕç тупрăмăр. Çавăн пекех музыка аппаратури туянма вăй çитертĕмĕр. Элĕкри Андрей Васильевпа «Аса ил» ушкăн йĕркеленĕччĕ те, унта ялсенчи пултаруллă çамрăксене явăçтарма пикентĕмĕр. Ахаль ларман, юрăçсемпе час-часах çула тухнă, ял халăхне концертпа савăнтарнă, – кăмăллăн калаçрĕ культура ĕçченĕ.

Пĕлтĕртенпе вара Денис Яковлевпа мăшăрĕ Наталия Чăрăшкас Хирлеп культура çуртĕнче ĕçлеççĕ. Пĕри художество пултарулăх ертÿçи, тепри библиотекарь. Иккĕшне те сцена çинче курма пулать.

Пултаруллă культура ĕçченĕ ĕçе кĕске хушăра çĕнĕлĕхсем кĕртме пултарнă. Тĕрлĕ уявпа çыхăннă мероприятисене интереслĕ ирттерессишĕн вăй-халне шеллемест. Концерт программине те çĕнĕ юрăсем кĕртессине мала кăларать. Мăшăрĕ те пулăшу кÿрет паллах. Иккĕшĕ икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пыраççĕ, сценăсăр пурнăç илемне курмаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.  

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика