Каялла туртакан кăтартусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2018, 10:48 Просмотров: 498

Çынсем тулашри сăлтавсене – çул-йĕр инкекĕсене, наркăмăшланнине, хăй çине алă хунине, путнине, шăннине... – пула вилни демографи кăтартăвĕнче уйрăм вырăн йышăнать. Шел те, пирĕн район ку енĕпе республикăра пĕрремĕш вырăнта. Ку, сăмахсăрах, – каялла туртакан кăтарту.

Чăвашстат даннăйĕсем тăрăх, Вăрнар районĕнче пурăнакансен шучĕ кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 32221 çынпа танлашнă. Вăл шутра ачасем – 6998ăн. ,çлекен ÿсĕмри çынсем – 16777.

Леш тĕнчене каякансем çут тĕнчене килекенсенчен самай ытларах: пĕлтĕр 297 ача çуралнă, 528 çын вилнĕ. Ку йышран 99-шĕ шăпах тулашри сăлтавсене пула автансăр яла кайнă. Чи шухăшлаттараканни – вăл шутра ĕçлекен ÿсĕмри çынсем йышлăн пулни: пĕтĕмпе 49.

Вăрнар районĕ халăх эрех-сăра нумай ĕçнипе те «палăрса» тăрать. Çынсем вилеслĕхĕн сăлтавĕсенчен вăл чи пысăкки. Алкоголь юн çаврăнăшĕн тытăмĕн, пĕвер чирĕсене, гепатита, панкреатита тата ытти нумай чире пуçарать. Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков акă сиплев учрежденийĕсене лекекен пациентсенчен арçынсен 40 процентне яхăнĕн, хĕрарăмсен 7 проценчĕн алкоголь проблемисем пуррине каларĕ.

Пĕлтĕр алкоголизмпа чирлекенсене пуçласа тупса палăртасси ÿснĕ, 27 çынна диспансер учетне илнĕ. Пĕтĕмĕшле унта 327 çын тăрать. Алкоголь психозĕпе аптăракансем иккĕн. Психиатр-нарколог врачĕ патĕнче диспансер асăрхавĕнче 28 çын шутра: 22-шĕ – наркотик хатĕрĕсене усă куракансем, 6-шĕ – наркотик витĕмне лекнисем.

Криминаллă сводкăсене тишкерес пулсан та преступленисен пысăк пайне ÿсĕрле туни паллă.

Çынсем вилнин тĕп сăлтавĕсене илес-тĕк, ÿкерчĕк çапларах: юн çаврăнăшĕн органĕсен чирĕсенчен 157, нерв тытăмĕн чирĕсенчен 87, ватлăх халсăрлăхĕнчен 64, шыçăсенчен 39, сывлав органĕсен чирĕсенчен 36, вар-хырăм органĕсен чирĕсенчен 21 çын пурнăçран уйрăлнă.

Каялла туртакан тепĕр кăтартăва район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи ĕçлĕ пĕр планеркăра çивĕч сÿтсе яврĕç. Ку вăл – ăнăçсăр çемьесем.

Кунашкаллисем районта 32 Ашшĕ-амăшĕ путсĕр пурнăç йĕркине тытса пынине пула пĕлтĕр 9 ачана урăх çемьене хÿтлĕхе пама тивнĕ.

Пĕр ялти хĕрарăмăнне ак маларах виçĕ ачине нишлĕхрен çăлма тивнĕ. Халь вăл тăваттăмăшне çуратнă, ку пепке амăшĕн çепĕçлĕхне туллин туйĕ-ши;

Пĕлтĕр ачисене тивĕçлĕ пăхманшăн районти тăхăр ашшĕ-амăшне ку статусран хăтарнă.

Паян çĕршывра ачаллă çемьесене пулăшма тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе кăçалтан çĕнĕ пулăшу мерисем пурнăçа кĕчĕç. ,çле, ачасене телейре ÿстер.

Е тата хăшпĕр çынсем – йывăр чирлисем, сусăрсем – тем пекех пурăнас тесе ăнтăлаççĕ, чирпе кĕрешеççĕ. Çав вăхăтрах теприсем харпăр хăй çине алă хураççĕ, ыттисене хур кăтартаççĕ...

Çÿлерех асăннисем пурте – обществăн пысăк хуйхи. Пирĕн районшăн уйрăмах. Çавăнпа та Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансен харпăр-хăйне ытларах упрасчĕ. Усаллипе мар, ыррипе ытларах палăрасчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика